Шупашкар - спорт хули, Раççейре чи лайăххи
18 Aug, 2015 | Хула

Республикăн влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн кун йĕркин хальхинче пирвайхи ыйтăвĕ халăха диспансеризаци кăларасси пулчĕ.

Чăваш Республикинче 2015 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче халăхăн ятарлă ушкăнĕ диспансеризаци ирттернин кăтартăвĕсемпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарчĕ.

- Диспансеризаци ирттересси виçĕ çул каялла пуçланчĕ. Çак тапхăрта Чăваш Енре пурăнакан çитĕннĕ çынсен 80 проценчĕ /22 пин çын/ сиплев учрежденийĕсенче хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата 100 пин çынна яхăн больницăсенче диспансеризаци тухмалла. Пĕтĕмĕшле илсен халăх сывлăхне тĕрĕслесси йĕркеллĕ тата кал-кал пулса пырать. Шел, хăшпĕр çынсем тĕрлĕ сăлтав тупса больницăсене каймаççĕ. "Эпĕ чирлĕ мар", - теççĕ. Шăпах çавнашкаллисене каярах тухтăрсем вăраха кайнă чирĕсене тупса палăртаççĕ. Кашни çын харпăрхăй сывлăхĕшĕн яваплă пулнине манас марччĕ. Комсомольскипе Красноармейски районĕсем диспансеризаци тухассипе ыттисенчен юлса пыраççĕ. Çак ĕçе шурă халатлисен кăна мар, ĕç паракансен те хастартарах хутшăнмалла. Хĕрарăмсем хăйсен сывлăхĕшĕн ытларах тăрăшни палăрать. Вĕсем, арçынсемпе танлаштарсан, больницăсене ытларах çÿреççĕ. Чылай районта ялсене тухса халăх сывлăхне вырăнта тĕрĕслессине йĕркеленĕ. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх - Чăваш Республикинче пурăнакан кашни улттăмĕш çыннăн вăраха кайнă чир пур. Уйрăмăн илсен, 1-мĕш вырăнта - эндокрин тытăмĕн чирĕсем. Самăр çынсен йышĕ те самаях пысăк. Анчах нумайăшĕ çакна чир тесе шутламасть. Çынсем хăйсем самăрăлнине юн пусăмĕ пысăк пулнипе, чĕре чирĕсемпе сăлтавлама пăхаççĕ. Çапах та, çын мăнтăрланса кайнине диагноз тесех йышăнмалла. 477 çыннăнне усал шыçă тупса палăртнă, вĕсене ятарлă сиплев учрежденийĕсене тĕплĕнрех тĕрĕсленме янă. Онкологи чирĕсемпе ытларах хĕрарăмсем аптăраççĕ. Виçĕ çул хушшинче, чире тупса палăртнă хыççăн, чылай çын сипленнĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма пуçланă, - паллаштарчĕ Алла Самойлова.

- Халăха тĕрĕс апатланма вĕрентес ыйтăва та айккине сирмелле мар. Общепит учрежденийĕсен çакна яланах шута илмелле, - шухăшне палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев.

Алла Владимировна шухăшĕпе вара Чăваш Енре халăха сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентес тĕллевпе чылай ĕç тăваççĕ. "Çыннăн начарланас тесен чи малтан спортпа туслашмалла, сиенлĕ йăласене пĕтермелле, тĕрĕс апатланма тытăнмалла. Имшерленсен юн пусăмĕ те йĕркеленет, юнри холестерин виçи те чакать", - пĕтĕмлетрĕ министр.

ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов абитуриентсене Чăваш Республикинчи вĕрентÿ заведенийĕсене йышăнасси тата вĕренсе тухнисене ĕçпе тивĕçтересси епле пулса пынипе паллаштарчĕ. Владимр Николаевич пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре аслă шкулсен хисепĕ çулран çул сахалланса пырать. Кăçал абитуриентсене пурĕ 15 аслă шкул йышăнĕ. Çав вăхăтрах магистратурăра тата аспирантурăсенче пĕлÿ илекенсен шучĕ çулран çул ÿсет. 9 класс хыççăн техникумсемпе училищĕсене вĕренме каякансем те нумайланнă. Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче вара хăшпĕр факультета бюджет вырăнĕсене çителĕклĕ абитуриент илеймеççĕ. Çапла вара унта пĕлтĕр 60 бюджет вырăнĕ сахалланнă пулнă. Юрать-ха, кăçал 30-не каялла тавăрма май килнĕ. Асăннă аслă шкулта пĕр бюджет вырăнне кĕме 6 çын ыйтса çырнă. Владимир Иванов каланă тăрăх - учитель профессийĕ те сумне çухатман-ха. Паян хĕрсем кăна мар, каччăсем те вĕрентекен пуласшăн ăнтăлаççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче бюджетлă пĕр вырăна 6,1 çын заявлени панă. Кунта çамрăксем техника специальноçĕсене ытларах суйлани куçкĕрет. Пĕтĕмлетерех калас-тăк - паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç экономист, энергетик, педиатр, юрист профессийĕсене кăмăллать. Çамрăксем професси суйланă чухне ĕçе вырнаçас ыйтăва кăна мар, укçа-тенкĕ ĕçлесе илессине те шута илеççĕ. Çамрăк ăру паян диплом илессишĕн кăна вĕренмест. Хăшпĕр техникумра конкурс аслă шкултинчен те пысăкрах пулнă: пĕр вырăна 11 çын. Ÿнер училищинче те, медколледжра та, электромеханика колледжĕнче те конкурс пысăк. Кăçал пур вĕренÿ учрежденийĕнче те йышăну комиссийĕсем лайăх ĕçленĕ. Халĕ вара вĕрентÿ тытăмĕнче вăй хуракансем учительсен йăлана кĕнĕ август уйăхĕнчи конференцине тата Пĕлÿ кунне хатĕрленеççĕ.

Ларура çавăн пекех Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Шупашкарăн 546-мĕш çуралнă кунне епле уявлани çинчен каласа пачĕ. Кăçалхи уяв "Шупашкар - çитĕнÿсен хули!" девизпа иртнĕ. Хĕрлĕ тÿрем тата Пултарулăх бульварĕ - тĕп лапамсем пулса тăнă. Пĕтĕмпе 100 ытла культурăпа спорт мероприятийĕ иртнĕ. Праçнике 300000 яхăн çынпа хăна çитсе курнă. Хулари 60 ытла картишре уяв концерчĕсемпе мероприятийĕсем иртнĕ. Вĕсем августăн 13-мĕшĕнчех пуçланнă. Шупашкарта "Çулталăк çыннине" палăртнă. Сумлă çак ята 1-мĕш шкулти вĕрентекен Сергей Григорьев тивĕçнĕ. "Августăн 13-мĕшĕнче шурă Шупашкарăма летчиксен "Стрижи" ушкăнĕ вĕçсе килчĕ. Вĕсем пирĕн уява чăнласах нумайлăха асра юлмалли илем кÿчĕç. Вĕсем хутшăннипе хулара "Патриотсен шкулĕ" фестиваль, "Авиабульвар" ĕçлерĕ. Вĕсене республикăра пурăнакан 3000 ытла ача хутшăнчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе уяв кунĕсенче Шупашкарта социаллă объектсем - "Стрижи" ача сачĕ, 4-мĕш лицейра стадион, Алькеш поселокĕнче "Раççей почтин" çĕнĕ уйрăмĕ уçăлчĕ. Сосновка поселокĕнче пурăнакансене авари хăрушлăхĕ кăларса тăракан çуртран куçарчĕç. Спорт мероприятийĕсем те чылай иртрĕç. Сăмахран: пляжри спортăн фестивалĕ, республикăри ентешлĕхсен хушшинчи "Туслăх" Кубокĕ", кикбоксинг енĕпе профессионалсен хушшинче "Чемпионсен Кубокĕ" турнирсем... Августăн 16-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан 12000 ытла çын çак куна ирхи зарядкăран пуçларĕ. Унта тĕнчипе чапа тухнă Сергей Харитонов кĕрешÿçĕ, паллă спортсменсем хутшăнчĕç. "Хула - çÿлтен пăхсан" фестиваль те асра юлмалла иртрĕ. "Шупашкар: 500 çул" паркра "Юратакансен пусми" архитектура комплексĕ уçăлчĕ. Хулан уявĕ пысăк концертпа тата фейерверкпа вĕçленчĕ. Хула кунĕ яланхи пекех чаплă та шавлă, савăнăçлă иртрĕ. Унта 260000 çын савăнчĕ", - пĕлтерчĕ Леонид Черкесов.

- Уяв иртрĕ. Хула çыннисен кăмăлне çĕклеме пултарни - чи кирли. Шупашкар - спорт хули, Раççейре чи лайăххи. Çынсем яланах çĕннине кĕтеççĕ. Яланах çĕннине тума çăмăлах мар. Çĕннине пĕрле тупмалла. Хулан тепĕр çуралнă кунне халех хатĕрленме пуçламалла. Халăх мероприятисене те, уявсене те çÿреме пăрахман-ха. Çакă вăл тăван хулана та, çуралнă тăрăха - Чăваш Ене - юратнине çирĕплетет, - пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.

Роза ВЛАСОВА

Роза ВЛАСОВА