Çĕр ĕçченĕ паян мĕнле пурăнать?
Паян çамрăк ăру ĕçлеме юратсах кайманни, компьютер умĕнче ытларах ларма кăмăллани ашшĕ-амăшне кăна мар, вĕрентекенсене те пăшăрхантарать. «Халĕ телевиденипе радиора та, хаçат-журналта та ĕç темине сахал çутатаççĕ. Пичет кăларăмĕсенче ĕç çынни тĕп вырăнта мар. Çу каçатпăр - çуракине епле ирттернине, тыр-пула, пахча çимĕçе епле пухса кĕртнине пĕлместпĕр те. Ĕлĕк телевиденипе хыпарсене ялхуçалăх ĕçĕсемпе паллаштарнинчен пуçланă. Заводсемпе предприятисенче вăй хуракансен çитĕнĕвĕсем çинчен каланă. Халĕ вара тĕп вырăнта - криминал, пăтăрмахсемпе инкек-синкек çинчен пĕлтерни.