Комментари хушас

14 Ака, 2015

Кăçалхи пек март уйăхне курман Е çуркунне шыв юхмаллах!

Тĕлĕнмелле те, анчах çанталăк нихăçан та юраса пĕтереймест çынна. Кĕтнĕ шăрăх килсен ытлашши шăрăх пек, кĕтнĕ çумăр çума пуçласан хăçан уяртать-ши тесе пăшăрханатпăр... Çавăн пек ачаш кăмăллă вăл этем тени. Ырă çанталăка кĕтсех иртет ĕмĕрĕ. «Çутçанталăкăн начар çанталăк çук», - тет паллă юрăри сăмахсемпех Красноармейски районĕнчи Туçи Чуракассинче çуралса ÿснĕ, халĕ Çĕрпÿре пурăнакан 82 çулти Геннадий Павлов. Геннадий Павлович 24-мĕш çул ĕнтĕ çанталăка кашни кун сăнаса уйрăм тетраде çырса пырать. Мĕнле тĕллевпе пикеннĕ-ха вăл çак ĕçе?

- Эпĕ кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех çанталăка, çутçанталăкри пулăмсене сăнама пуçланă. Ун чухне кураксем, шăнкăрчсем кăнтăр енчен хăçан вĕçсе килнисене çырса пыраттăмччĕ. Ас тăватăп-ха, шăнкăрч вĕллине ÿкереттĕм те унăн айне вĕсем пирĕн тăрăха хăçан çитнине палăртаттăм. Тетрадьсене халĕ те уçкаласа пăхатăп. Манăн атте - Павел Прокопьевич - географ пулнă. Вăл та вăхăтран вăхăта хăйне интереслентернине çырса пынă. Ахăртнех, унăн тĕслĕхĕпе те хавхаланнă пулĕ... Тăван тăрăха, çутçанталăка юратнăранах эпĕ агроном профессине суйланă. Каярах хурт-хăмăр енĕпе куçăн мар мелпе пĕлÿ илнĕ. Ку ĕç-хĕлте çанталăк мĕнле пулассине тĕшмĕртни кирлех. Юлташăмсемпе пĕлĕшĕмсем хушшинче те çанталăка çыркалакансем пурччĕ. Хушăран çанталăк çинчен сăмах пуçарсан тавлашсах каяттăмăр. Эпĕ ăçта та пулсан кайсан мăшăрăм Зоя Федоровна çырса пырать. Çапла, пĕр куна та сиктерместпĕр. Тетрадь хуплашки çине эпĕ: «Çанталăка сăнамасан апат та çиеймĕн»,- тесе çырса хунă. Çакă хăех ку ĕç маншăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартать. Радиопа çанталăк çинчен каланине илтмесĕр юлсан манăн апат чăн та анмасть.

- Геннадий Павлович, тетраде мĕн-мĕн çыратăр? Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.