Пĕтнĕк - хĕрарăмăн, хĕрлĕхен курăкĕ - арçыннăн...
Çулла - çырла, курăк, чечек, пахчаçимĕç вăхăчĕ. Анчах сиплĕ курăка та пĕлсе тата хăйĕн вăхăтĕнче пухмалла. Унсăрăн курăк сыватма кăна мар, чире яма та пултарать-мĕн...
Унсăр пуçне хăшпĕр курăка хĕрарăмсен кăна ĕçме юрать. Арçын сывлăхĕшĕн усăлли расна курăк пур. Кун пирки Патăрьел районĕнчи Ульяновкăра çуралса ÿснĕ Татьяна Королева никамран лайăх пĕлет. Вăл вăрманлă тăрăхра çитĕннĕрен çутçанталăка питĕ юратать. "Курăкран инçе каяйман эпĕ, Чăваш патшалăх ялхуçалăх академинчи агрономи факультетне пĕтернĕ", - шÿтлерĕ вăл ÿсентăран тĕнчи пирки сăмах пуçарсан. Татьянăн юратнă курăкĕ - хĕрлĕхен курăкĕ-мĕн. Халăхра ăна кун пек каланипе питех пĕлмеççĕ. Вырăсла вăл - кипрей, иван-чай. "Раççее Индирин хура чей кÿрсе киличчен ăна халăх юратса ĕçнĕ. Çак курăкра С витамин нумай. Вăл ытларах арçын сывлăхĕшĕн усăллă. Анчах сиплĕ çак курăка халăх питех хакламасть. Чылайăшĕ лавккара сутакан хура чее кăна ĕçет. Тĕрĕссипе, хамăр тăрăхри чей курăкĕсем сиплĕрех, сывлăхшăн усăллăрах. Çыннăн ытларах хăй çуралса ÿснĕ тăрăхри пахчаçимĕçе, курăка çимелле. Пирĕн асаннесемпе кукамайсем серте, вĕлтĕрен, пултăран çисе ÿснĕ. Ăна хĕлле валли типĕтсе хунă. Эпир вара ÿркенетпĕр. Паян ачапчаран: "Ку мĕнле курăк?" - тесе ыйтăр-ха, чылайăшĕ пĕлмест. Чăвашла ятне кăна мар, вырăслине те ăнкармасть. Пирĕн ура айĕнчех мĕн чухлĕ паха курăк, витамин..." - шухăшне палăртать ăста.
Татьяна Королева пĕлтернĕ тăрăх - пĕтнĕке /мята/ ытларах хĕрарăмсен ĕçмелле. Армути те - хĕрарăм курăкĕ. Сăмах май, ăна кашни тăрăхра хăйне май калаççĕ. Анатри чăвашсем "эрĕм" теççĕ. Етĕрне енчисем вара "шăршлă курăк", "сапорпи", "хĕрарăм курăкĕ" пек пĕлеççĕ. "Чапăр курăкне /чабрец/ те халăхра тĕрлĕрен ят панă. Юхмапа Пăла тата Каçал тăрăхĕнче ăна "тур амăш курăкĕ" теççĕ. Шел, вăл пирĕн енче ÿсмест. Вăл Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче пуррине пĕлетĕп. Сиплĕ çак курăк пуç ыратнине ирттерет, кăмăл-туйăма лайăхлатма пу-лăшать. Матрÿшке /душица/, пĕтнĕк /мята/, мелисса та пуç ыратнинчен сипленме пулăшаççĕ", - вăрттăнлăха уçать курăкçă.
Хĕрлĕхен курăкĕ вара çĕр çинчи чи асамлă курăксенчен пĕри шутланать. Вăл пушар пулнă, çуннă вырăнсенче кĕл çинче ÿсме кăмăллать. Вăрман çуннă хыççăн шăта-шăта тухать. Аслисем каланă тăрăх - 1972 çулта, вăрман çуннă хыççăн, Йĕпреç тăрăхĕнче нумай çитĕннĕ вăл. Унта утарçăсем пыл хурчĕсен вĕллисене куçарса пынă. Хĕрлĕхен курăкĕ - пыл курăкĕ те. "Ылтăн хуртсем" пĕр гектартан 500 килограма яхăн пыл пуçтарма пултараççĕ. Хăйнеевĕр çак курăк "иван-чай" ятне те ахальтен илмен. Инçет Хĕвелтухăç халăхĕсем мĕн авалтан çак курăкпа арçын чирĕсене сиплеме усă курнă. Хĕрарăмсем вара ăна имшерленес, начарланас тĕллевпе ĕçнĕ. Хĕрлĕхене Раççейре "капорский", "субтропический чай", "хлебница", "мельничик", "путушковые яблока" теççĕ. "Иван-чай" ятне вара вăл XVII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче илнĕ. Унччен ăна "боровое зелье" тенĕ. "Копорский"ятне вара вăл Санкт-Петербург çывăхĕнчи Копорье ялĕ патĕнче нумай ÿснĕрен илнĕ. Хĕрлĕхен курăкĕнчен хăй вăхăтĕнче Гитлер та хăранă-мĕн. 1941 çул вĕçĕнче вăл Ленинградалла кайиччен танкĕсене Копорье ялĕ çывăхĕнчи "Река жизни" обьекта тĕп тума янă. Çакăн пек вăрттăн ят панă вырăссем хăйсен тĕпчев лабораторине. Унта авалхи рецептсем тăрăх усăллă курăксенчен сиплĕ шĕвексем хатĕрленĕ иккен. Вĕсен йышĕнче хĕрлĕхен курăкĕ те пулнă. Сиплĕ çак шĕвеке салтаксене ĕçтернĕ. Вăл вăй-хал кÿнĕ.
Ăна ĕлĕк мĕнле хатĕрлени пирки те кĕскен каласа хăварам. Хĕрлĕхен курăкĕн çулçисене татса типĕтнĕ. Унтан пысăк каткара вĕри шывпа пăшăхланă, вĕтетнĕ. Ала витĕр сăрăхтарнă та пысăк кăмакара типĕтнĕ. Типĕтнĕ хыççăн çулçисене тата тепĕр хут вĕтетнĕ. Çакăн пек рецептпа Копорье салинче ĕлĕк "Копорский чай" хатĕрленĕ. Ăна Çĕпĕрти халăхсем, Дон çинчи казаксем, голландецсем, датчансем уйрăмах кăмăлланă. Ют çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ чейре, кофере кофеин нумай. Хĕрлĕхен курăкĕнче вара кофеин çук. Вăт çавăн пек чей курăкĕ пирĕн тăрăхра та ÿсет. Халĕ вăл чечеке ларнă ĕнтĕ. Шăпах çак вăхăтра ăна пухма юрать.
Роза Власова
Комментари хушас