Каçалсен Тараевĕ, е Хĕрхенме пултаракан çеç чаплă сунарçă пулать
«Шыва кура пулла тух», - теççĕ халăхра. Кайăк-кĕшĕк йышли вара сунара чĕнет. Сунар пирки сăмах ытахальтен пуçармарăм. Августăн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре сунар сезонĕ уçăлчĕ. Вăл ноябрĕн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ. Каçал тăрăхĕнчи сунарçăсем сунара чĕнчĕç те хаваспах килĕшрĕм. Чăваш сунарĕ çинчен тахçанах çырма ĕмĕтленеттĕмччĕ. Çынсем сунара мĕн тĕллевпе çÿреççĕ? 50 çул каяллахипе танлаштарсан Чăваш Енре кайăк-кĕшĕк, чĕрчун йышĕ чакман-и? Çак тата ытти ыйту кăсăклантарчĕ мана.
- Сунарçăн талăкра 5 кайăк кăвакал, 2 хуркайăк, 5 ăсан, 3 пăчăр, 5 кăрăпчак /вальдшнеп/ кăна тытма юрать. Кун валли ятарласа путевка туянмалла, - çапла ăнлантарчĕ мана Чăваш Енри патшалăх сунар службин Комсомольски районĕнчи инспекторĕ Александр Шуряшкин. Каçал тăрăхĕнче кăçал 25 сунарçă кайăк кăвакал тытма путевка илнĕ-мĕн. Сăмах май, эпĕ пынă кун та сунар службин пÿлĕмĕнчен çын татăлмарĕ. Хăшĕсем лицензисемпе путевкăсем илчĕç, теприсем пуçласа сунар билечĕллĕ пулчĕç.
- Комсомольски районĕнче пурĕ 300 ытла çыннăн пăшал пур. Апла пулин те вĕсем пурте сунара çÿремеççĕ. Ухутана ялан çÿрекенсем 25-30 çын кăна. Хăвăра пĕлме: августăн 1-мĕшĕнчен хир сыснисене вышка çинчен пăшалтан пеме ирĕк пур. Сентябрĕн 15-мĕшĕнчен - тилĕсене, октябрĕн 1-мĕшĕнчен - вăрман мулкачисене, хиртисене /карсаксене/, октябрĕн 10-мĕшĕнчен хăнтăрсене, хир сыснисене /ирĕклĕн/ тытмалли сезон уçăлать, - уçăмлатрĕ Александр Олегович. Вăл асăннă должноçра - иккĕмĕш çул кăна-ха. Маларах, Йошкар-Олари вăрман университетне пĕтернĕ хыççăн, пĕр тапхăр пушарнăйра вăй хунă.
Кăнтăрла хыççăн эпир сунара хатĕрленме тесе Вутлана /Александр Олегович çав ялта çуралса Jÿснĕ/ çул тытрăмăр. Калаçу пирĕн - чĕрчун тĕнчи пиркиех-ха. Малалла вулас...
Роза ВЛАСОВА
Комментари хушас