Ольга КАЛИТОВА.

2 Утă, 2020

«Эсĕ - чăваш!» Çапла каланă проректор Бахтияра

«Эп чăваш ачи, эп Батыревăран», — тесе тĕлĕнтерчĕ Бахтияр Умиров калаçу пуçламăшĕнчех. Туркменистан каччи И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн ют чĕлхесен факультетĕнче пĕлÿ пухнă. Иртнĕ эрнере диплом ĕçне хÿтĕленĕскер Чăваш Республикинчех тĕпленесшĕн.

11 Çĕртме, 2020

Персей ачана шурлăхра шыраса тупнă

Çу уйăхĕн вĕçĕнче Канаш районĕн шалти ĕçсен пайне 9-ти арçын ача çухалнине пĕлтернĕ. Тăванĕ Ачча çывăхĕнчи масар çинче вил тăприне тирпейленĕ вăхăтра вăл сак çинчех ларнă. Анчах тепĕртакран çухалнă. Хăраса ÿкнĕ хĕрарăм вăл çывăхри вăрмана кайнă пуль тесе шухăшланă. Инкек пулнă вырăна Михаил Андрианов кинологпа нимĕç овчарки Персей çитнĕ. Арçын ачана сехет çурăран шурлăхра шыраса тупнă.

29 Çу, 2020

Республикăра 82 йĕкĕреш çуралнă

Ача — çемье телейĕ. Унăн сассипе кил-çурт тулать. Çемьере харăсах икĕ пепке кун çути курни ашшĕ-амăшне тата телейлĕрех тăвать.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 82 йĕкĕреш çуралнă: 52-шĕ — Шупашкарта, 6-шĕ — Канашра, Элĕк, Вăрнар, Куславкка, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче — 2-шер, Улатăрпа Çĕнĕ Шупашкарта — 4-шар.

2019 çулта Чăваш Енре 239 йĕкĕрешпе 6 виçĕреш кун çути курнă. Палăртса хăварар, кăçал республикăра 4454 ача çуралнă. Вĕсенчен 2280-шĕ — арçын ача, 2174-шĕ — хĕрача.

Pages