- Чăвашла верси
- Русская версия
«Эсĕ - чăваш!» Çапла каланă проректор Бахтияра
«Эп чăваш ачи, эп Батыревăран», — тесе тĕлĕнтерчĕ Бахтияр Умиров калаçу пуçламăшĕнчех. Туркменистан каччи И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн ют чĕлхесен факультетĕнче пĕлÿ пухнă. Иртнĕ эрнере диплом ĕçне хÿтĕленĕскер Чăваш Республикинчех тĕпленесшĕн. 2016 çулта ăнсăртран Шупашкара çитнĕ каччă чăваш халăхне, чĕлхине килĕштернĕ. Патăрьелсем ăна хăйсен йышне илнĕ ĕнтĕ. Бахтиярăн унта нумай тус пурăнать. Вĕсем ăна чи хаклă хăна пек йышăнаççĕ.
Ахаль лариччен — вĕренме
Каччă педагогсен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ физикăпа математика предмечĕсене вĕрентнĕ, амăшĕ — вырăс чĕлхипе литературин учителĕ. Халĕ вăл ача сачĕн ертÿçинче вăй хурать. Туркмен халăхĕ ывăлĕ-хĕрне мĕн ачаранпах çут çанталăка хисеплеме хăнăхтарать. Бахтияр Каракум çеçен хирĕпе мăнаçлă Амударья юхан шывĕн илемĕпе киленсе ÿснĕ. 18 çул тултарсан вăл Мускаври М.А.Шолохов ячĕллĕ патшалăх гуманитари университетне вĕренме кĕнĕ. Бахтияр палăртнă тăрăх, малтанхи вăхăтра ют çĕршыв каччине йывăр пулнă. Вырăсла калаçма пĕлменни, укçа çитсе пыманни ура хунă. Каччă тăванĕсен пулăшăвне шанса ларман — кафе-ресторанра официантра, барменра тăрăшнă. Вăл ятарласа çынпа хутшăнмалли ĕç шыранă. Çапла майпа чĕлхене аталантарнă, вырăсла калаçма вĕреннĕ. Темиçе çултан Мускавра пурăнакан туркменсен хушшинче Бахтияр паллă çын пулса тăнă. Юриста вĕренекен студент ентешĕсене консультаципе пулăшнă. 2015 çулта диплом илсен каччă тăван тăрăха таврăннă, специальноçĕпе ĕçлеме пуçланă. Унăн шăллĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлÿ пухнă. Бахтияр ăна кашни уйăхра укçа куçарса панă, вĕренÿри çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланнă. Тăванĕ хурав пама васкаман, зачет кĕнекине кăтартман. Бахтияр 3 уйăхлăха виза тутарнă та Шупашкара вĕçнĕ. Шăллĕ, чăнах та, кахалланнă, вĕренме тăрăшман. Пиччĕшĕ ăна тÿрĕ çул çине тăратма васканă. Бахтияр кашни самантпа усă курма хăнăхнă. Ахаль ларас мар тесех аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Пĕр шутламан çĕртен вăл ют чĕлхесен факультетне çитнĕ, докуменчĕсене хăварнă. Диплом илнĕскерĕн экзамен тытмалла пулман. Çапла майпа Бахтияр студент пулса тăнă.
«Телейлĕ» каччă «Шупашкара пĕрре курсах юратрăм. Унăн аслă урамĕсемпе киленсе утрăм. Чăвашла калаçнине илтсен сисчĕвлентĕм. Вăл туркмен чĕлхипе пĕр пекрех туйăнчĕ. Эпĕ йăнăшман, чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕрет. Пирĕн чĕлхере «ш», «ç» сасăсем ытларах янăраççĕ. Чăваш тата туркмен сăмахĕсем пĕр пекреххине пĕлсен тĕлĕнтĕм. Сăмахран, сирĕн «кишĕр», туркменла — «кĕшĕр». «Кĕр» сăмах та пĕр пĕлтерĕшлех. Диалектсене пула хăш-пĕр сăмаха пăтраштаратăп. Калăпăр, «çĕр улми» анатрисен «улма», турисен — «омма», «паранкă». Туркмен чĕлхинче те диалектсем пур. Литература чĕлхи никĕсĕнче — Ашхабадра пурăнакан халăх чĕлхи. Пирĕн диалект узбек чĕлхине çывăх», — пĕлтерчĕ туркмен каччи. Бахтияр пĕрремĕш курсра чăваш чĕлхине вĕренме пуçланă. Экзаменра «пиллĕк» илсен тата хавхаланнă. Пĕррехинче унăн аслă шкулăн проректорĕпе куçа-куçăн тĕл пулма тивнĕ. Бахтияр ăна чăвашла калаçса тĕлĕнтернĕ. «Эсĕ туркмен мар, эсĕ — чăваш», — тенĕ проректор ăна ăсатнă чух. Малалла вулас…
Комментари хушас