Сцена, репетици, хăвăрт пĕçермелли лапша, çамрăклăх тата… юратнă куракан. Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Студентсен çуркунни - 2021» фестивале пĕтĕмлетрĕç.
Пандемие пула пĕлтĕр командăсен пушă зал умĕнче концерт лартма тиврĕ. Кăçал командăсем мĕн пултарнине туллин кăтартас тенĕ. Концертсенче харпăр хăй çырнă юрăсем янăранă, хăйне евĕр ÿкернĕ видеосем кăтартнă, тĕрлĕ жанрлă кĕвĕ янăранă. Чи чаплă номерсене гала-концерт программине кĕртнĕ.
Тĕнче чемпионачĕсенче 16 хут мала тухнă Анатолий Карпов гроссмейстер Шупашкара çитрĕ. Паян вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорткомплексĕнчи турнира хутшăнчĕ — пĕр вăхăтра 14 шахматиста хирĕç вылярĕ.
Правительство çуртĕнче иртнĕ тĕлпулура ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа Анатолий Карпов Чăваш Енри шахмат спорчĕн аталанăвне сÿтсе явнă. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче республикăра шахмат енĕпе Раççей чемпионачĕ иртĕ. Пысăк шайри ăмăртăва тĕрлĕ регион спортсменĕ çитме палăртнă.
Паян Шупашкарта хăвăрт шахмат енĕпе Раççей ăмăртăвĕ уçăлчĕ. Унта çĕршывăмăрăн тĕрлĕ регионĕнчен çитнĕ 136 шахматист хутшăнать. Унсăр пуçне республикăна 16 гроссмейстер çитнĕ.