«Студентсен çуркуннинче» пурте çĕнтерÿçĕ

15 Ака, 2021

Сцена, репетици, хăвăрт пĕçермелли лапша, çамрăклăх тата… юратнă куракан. Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Студентсен çуркунни - 2021» фестивале пĕтĕмлетрĕç.

Пандемие пула пĕлтĕр командăсен пушă зал умĕнче концерт лартма тиврĕ. Кăçал командăсем мĕн пултарнине туллин кăтартас тенĕ. Концертсенче харпăр хăй çырнă юрăсем янăранă, хăйне евĕр ÿкернĕ видеосем кăтартнă, тĕрлĕ жанрлă кĕвĕ янăранă. Чи чаплă номерсене гала-концерт программине кĕртнĕ.

«Кăçал Раççейре — ăслăлăхпа технологисен, Чăваш Енре — Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланă çулталăк. Унсăр пуçне Юрий Гагарин космоса çĕкленнĕренпе 60 çул çитнине паллă тăватпăр. Фестивале хутшăнакан командăсем çак пулăмсене уçса пама тăрăшрĕç», — терĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров студентсене саламланă май.

«Пултарулăхăр ан сÿнтĕр, кашни самантра аталантăр. Кирек хăш ăмăртура мала тухнисене палăртаççĕ. Паян пурте çĕнтерÿçĕ, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. — Старта, ринга е кавир çине тухнă чухне хăвăра çĕнтерни, çĕнĕ çÿллĕше илни пĕлтерĕшлĕ. «Студентсен çуркунни – 2021» ăнăçлă вĕçленчĕ. Умра — çĕнĕ тапхăр».

Чи пултаруллисен йышĕнче «F3» /3-мĕш вырăн/, экономика факультечĕн /2-мĕш вырăн/ тата «ТЕХИ» /1-мĕш вырăн/ ушкăнсем. Çĕнтерÿçĕсене çулçÿрев кĕтет, вĕсем Раççейри чи паллă вырăнсене çитсе курĕç.

www.hypar.ru Ольга КАЛИТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем кунта.

Рубрика: 

Комментари хушас