Студентсем ăслăлăха кÿлĕнеççĕ

4 Çĕртме, 2021

Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен çамрăксен «Анлă Атăл çамрăклăхĕ» ăслăлăх пултарулăхĕн конференци-фестивалĕ иртрĕ.

Кăçал Раççейре ăслăлăхпа технологи çулталăкĕ. 23-мĕш хут йĕркеленĕ конференци офлайнра иртни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Студентсен ăслăлăха кÿлӗнмеллех. Акă чĕрĕ тĕслĕх. Юнашар тăракан Алла Салаева вице-премьер питĕ хастар студенткăччĕ, тĕрлĕ конференцисене хутшăнатчĕ. Çакă ăна чи пысăк проектсене пурнăçлама пулăшнă. Эсир кунта пухăннăшăн савăнатăп. Паян выляса яракансем пулмĕç. Мĕншĕн? Конференцие хутшăнниех сирĕншĕн пысăк опыт, урок, — палăртрĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров.

— Чăн та, 1-мĕш курсра вĕреннĕ чухне çак конференцие хутшăнтăм. Яваплăха туйса питĕ пăлхантăм. Тухса калаçакансем — 5-мĕш курс студенчĕсемччĕ. Вĕсемпе халĕ те хутшăнатăп. Конференци пĕр тĕллевлисене пухни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пурне те ăнăçу сунатăп. Паянхи утăм ăслăлăх ĕçĕн пуçламăшĕ пултăр, — терĕ Алла Салаева вице-премьер. Унтан сцена çине пандеми вăхăтĕнче пултарулăх кăтартнă волонтерсене чĕнчĕç, чысларĕç.

Кăçал конференцие 408 ăслăлăх ĕçĕ тăратнă. Вĕсенчен 276-шне суйласа илнĕ. Шупашкара Оренбург, Киров, Чулхула облаçĕсен чи пултаруллă яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ те çитнĕ. «Анлă Атăл çамрăклăхĕ» анлăланчĕ — çĕнĕ секцисем уçăлчĕç. Сăр тата Хусан чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă, журналистикăпа экологи, туризмпа реклама ыйтăвĕсене çĕклекен тĕпчев ĕçĕсем те пулчĕç.

www.hypar.ru Ольга Калитова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас