Шахмат патши чăваш ачисене мухтарĕ

10 Ака, 2021

Тĕнче чемпионачĕсенче 16 хут мала тухнă Анатолий Карпов гроссмейстер Шупашкара çитрĕ. Паян вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорткомплексĕнчи турнира хутшăнчĕ — пĕр вăхăтра 14 шахматиста хирĕç вылярĕ.

Правительство çуртĕнче иртнĕ тĕлпулура ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа Анатолий Карпов Чăваш Енри шахмат спорчĕн аталанăвне сÿтсе явнă. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче республикăра шахмат енĕпе Раççей чемпионачĕ иртĕ. Пысăк шайри ăмăртăва тĕрлĕ регион спортсменĕ çитме палăртнă.

Анатолий Евгеньевич Шупашкарта 1997 çулхи кăрлач уйăхĕнче пулнă, ЧПУра шахмат секцине уçнă. «Эпĕ пĕлнĕ тăрăх — республикăри шкулсенче шахматла выляма вĕрентеççĕ. Ку питĕ лайăх», — терĕ вăл. «Чемпионпа — парти» турнира Олег Николаев та хутшăнчĕ.

«Тĕрĕссипе каласан, тахçанах выляман, анчах шкулта шахмат вăййипе кăсăкланаттăм. Чăваш Республикинче çак спорт тĕсĕ аталанни кăмăла çĕклет. Шахмат — логика шухăшлавне аталантарать», — пĕлтерчĕ Олег Алексеевич. Анатолий Карповпа тĕрлĕ ÿсĕмрисем тупăшрĕç, пĕрин хыççăн тепри выляса ячĕç. Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейре вĕренекен 8-ти Платон Разумовский чи нумай тытăнса тăракан пулчĕ. Гроссмейстер ăна мухтаса вăйăшăн тав турĕ.

Анатолий Карпов пирки ытларах пĕлес текенсем «Пĕр тан калаçăва» хутшăнчĕç. Тĕлпулура чемпион спортри пĕрремĕш утăмĕсене аса илчĕ, чи йывăр ăмăртăвĕсем пирки каласа кăтартрĕ. «Çитĕнÿ тăвас тесен сывă пулмалла. Шахмат вăййи — чи стреслă спорт тĕсĕ. Ачаран кĕлеткене пиçĕхтерĕр, сывлăха çирĕплетĕр», — сĕнчĕ чемпион.

www.hypar.ru Ольга КАЛИТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас