Ольга КАЛИТОВА.

17 Утă, 2021

«Чирлисене те, вĕсене сыватакансене те шеллеттĕп»

Ольга КАЛИТОВА, «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ:

— Коронавирус пирки статьясем хатĕрленĕ чухне «Хĕрлĕ зонăра» ĕçлекен тухтăрсемпе час-часах калаçма тÿр килчĕ. Реанимацире ИВЛ-аппаратпа сывлакан пациентсем пирки итленĕ чухне çан-çурăм çÿçенчĕ. Тухтăрсем каласа кăтартнине куç умне кăлараттăм — чирлисене те, вĕсене сыватакансене те шеллеттĕм.

14 Утă, 2021

Тутарсем чăваш хаçачĕсемпе, çĕнĕлĕхсемпе, кулленхи ĕç-хĕлпе паллашнă

Паян Шупашкара «Татмедиа» ĕçченĕсем çитнĕ. Правительство çуртĕнче вĕсене цифра министрĕ Кристина Майнина кĕтсе илнĕ.

Тĕлпулăва Чăваш Ен хаçат редакторĕсем хутшăннă, сăмах илсе хăйсен кăларăмĕсем çинчен каласа кăтартнă. Хăнасем «Хыпар» Издательство çуртне çитнĕ. Татьяна Вашуркина директор-тĕп редактор вĕсене пысăк тиражлă кăларăмсемпе паллаштарнă.

2 Утă, 2021

«Премие тивĕçни — пысăк чыс»

Паян ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕсене тивĕçнĕ яшсемпе хĕрсене чысларĕç. Вĕсем — ăслăлăхпа техника, производство, вĕрентÿ, воспитани, çамрăксен политикин тытмĕсенче, журналистикăра, сывлăх сыхлавĕнче, спортра ÿсĕм тунисем.

Pages