Комментари хушас

5 Юпа, 2021

Вĕрентекенсĕр ÿсĕм пулмасть

Вĕрентекен – вăл иккĕмĕш анне евĕрех. Пĕлÿ тĕнчипе паллаштараканскер вулама-çырма, ыррипе начаррине уйăрма вĕрентет. Паян вĕсен ячĕпе ăшă сăмахсем янăраççĕ. Чи маттуррисене, педагогика ĕçĕнче ÿсĕм тунисене И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чысларĕç.

ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров пухăннисене саламларĕ, республикăри вĕрентÿ заведенийĕсен çитĕнĕвĕпе паллаштарчĕ.

«Республикăри вĕрентÿ тытăмĕнче 20 пине яхăн çын тăрăшать. Вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ — вĕрентекен. Педагогсем квалификацие ÿстереççĕ, вĕрентÿпе воспитани юхăмĕнчи çĕнĕлĕхсене пĕлсе тăраççĕ.

Вĕрентÿ тытăмне хывакан инвестици калăпăшĕ пысăк. Шкулсен пурлăхпа техника бази пуянланать. Вĕренекен хăйне хăтлă туйтăр, çĕнĕ пĕлÿ патне ăнтăлтăр», — терĕ Дмитрий Анатольевич. Çавăн пекех вăл олимпиадăсенче мала тухнă, ППЭре 100-шер балл пухнă вĕренекенсен ÿсĕмĕ учительсĕр пулайманнине пĕлтерчĕ. Ахальтен мар республикăри шкулсем çĕршыври Топ-100, Топ-200 тата Топ-300 шкулсен йышĕнче.

ЧПУн Культура керменне пухăннă педагогсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тав турĕ.

«Хаклăран та хаклă вĕрентекенсем, уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Сирĕн ĕç пурнăçра чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Эсир кашни кун çитĕнекен ăрупа ĕçлетĕр, пурнăç çулĕпе мĕнлерех утмаллине вĕрентетĕр.

Лайăххин чикки çук. Пирĕн тата тăрăшарах ĕçлемелле. Яваплăх пысăк — каялла чакмасăр малалла талпăнмалла», — терĕ Олег Алексеевич.

Ольга КАЛИТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

www.hypar.ru

Рубрика: