«Премие тивĕçни — пысăк чыс»

2 Утă, 2021

Паян ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕсене тивĕçнĕ яшсемпе хĕрсене чысларĕç. Вĕсем — ăслăлăхпа техника, производство, вĕрентÿ, воспитани, çамрăксен политикин тытмĕсенче, журналистикăра, сывлăх сыхлавĕнче, спортра ÿсĕм тунисем.

«Чăваш Енри çамрăксем — пĕрлехи ĕçе тÿпе хываççĕ. Премие тивĕçнĕ проектсем хальхи общество пурнăçĕн енĕсене кăтартаççĕ. Пĕлтĕр пандеми пуçлансан çамрăксем айккинче юлмарĕç: шăнкăравсем йышăнчĕç, пулăшу йĕркелерĕç. Йышпа пухăнса вăй хурасси чăваш халăхĕшĕн нихăçан та ют пулман.

И.Н.Ульянова ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем пуçарнă «Среди крыш» проект чĕрĕ, кăсăклă, çамрăксемшĕн усăллă. Пĕр кăларăмне мана хутшăнма тÿр килчĕ. Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси культура çурчĕн ĕçченĕн Мария Петровăн ĕçĕ питĕ килĕшрĕ. Ялта пурăнакансем клубсем питĕрĕнчĕк пулнăшăн ÿпкелешнине илтетĕп. Кун пек юрамасть, çĕнĕлле ĕçлемелле», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Вăл сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи проектсене те ырăпа асăнчĕ.

www.hypar.ru Ольга КАЛИТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

 

Рубрика: 

Комментари хушас