Детектив интернетри савнине те тĕрĕслеме пулăшать

4 Çĕртме, 2020

Кассандра тесен ăна нумайăшĕ пĕлет. Вăл çынна витĕр курать, ултавпа суяна чăтма пултараймасть. Нимĕнле йывăрлăхра та пуç усманскер тивĕçлĕ канăва тухсан хăйĕн ĕçне пуçарнă — Шупашкарта детектив агентстви уçнă. Унăн агенчĕсем пирки никам та пĕлмест. Кашнин хăйĕн вăрттăн ячĕ: агент 007, агент 009... Кассандра сăнне кăтартмасăр пурнăçĕнчи, ĕçĕнчи хăш-пĕр вăрттăнлăха уçма килĕшрĕ.

Эпĕ — кĕтмен ача

«Атте-анне ăшшине туймасăр ача çуртĕнче ÿсрĕм. Çывăх çыннăмсем пирки шухăшласа кулянаттăм. Темĕнле йывăр пулсан та парăнмарăм. Ача чухнех тупа турăм: «Чыссăр та сутăнчăк çын пулмăп». Тăрăшса вĕрентĕм, пулас профессие шырав ĕçĕпе çыхăнтарас тĕллевпе пурăнтăм. Анне мана, вун пĕр уйăхри ачана, пуш уйăхĕнче Атăл хĕрринче хурса хăварнă. Мана çынсем асăрханă. Ача çурчĕн ĕçченĕсем тăванăмсене шыраса тупнă. Çемçе чунлă кукамай ман пата килсе çÿретчĕ. 15-ре чухне аннепе тĕл пултăм. Вăл мана ыталаса каçару ыйтас вырăнне мăйран пăврĕ, çĕрте выртакан кирпĕче илсе çапрĕ. Анне «парни» — çамка çинчи суран — яланах манпа пĕрле халĕ. Мана пăрахса хăварнă хыççăн вăл 7 ача çуратнă. Хăш-пĕр чухне ун патне шăнкăравлатăп. «Эсĕ халĕ те вилмен-и?» — тет сассăма палласанах.
Атте пирки кукамай каласа кăтартрĕ. Вăлах унăн адресне пĕлтерчĕ. Ача çуртĕнче пурăннă чухне ун патне темиçе хут та çыру çыртăм. Качча каяс умĕн телеграмма ятăм. Туйра кĕрекере ларакан палламан арçынсене питĕ тимлĕ сăнарăм. Тен, вĕсенчен пĕри манăн атте? Хăнасем салансан чун хурланса килчĕ, куççульпех макăртăм. Упăшка лăплантарчĕ, атте патне машинăпа кайма сĕнчĕ. Шиклентĕм. Тен, эпĕ ăна кирлĕ мар? Çак таранччен те ман пата пĕр йĕрке çырман арçын анне пекех усал пулсан?
Çие юлсан ывăл çураласса туйрăм, вăл кукашшĕ сăнĕллĕ пуласса шантăм. Чăнах та, асли пире хывмарĕ. Детектив агентствине уçсан ĕçтешĕме чĕнсе илтĕм те аттене шыраса тупма ыйтрăм. Çав кунах вăл мана телефон номерĕ пĕлтерчĕ. Линин тепĕр енче калаçакан хĕрарăм атте нумаях пулмасть вилнине каларĕ, поселока çитсе информацие тĕрĕслеме шантарчĕ. Çĕрĕпе куç хупаймарăм, пуçра çĕр-çĕр тĕрлĕ шухăш явăнчĕ. Чăнах та, аттене шалкăм çапнă, вăл çулталăк çурă вырăн çинчен тăраймасăр выртнă. Чи тĕлĕнмелли — арçын манăн çырусене пухнă. Эпĕ туя чĕнсен пĕр урамра пурăнакансем çул укçи пухса парасшăн пулнă. Вăл килĕшмен. Аттен аппăшĕ патне çитрĕм. Вăл ун пирки кăштах каласа пачĕ. Арçын мана ача çуртĕнчен илсе каяс шухăшлă пулнă. Анчах асаттепе асанне хирĕçленĕ: «Сана ытлашши çăвар кирлĕ-им?» — тенĕ. Çемçе чунлăскер аслисене хирĕç каяйман. Унăн вил тăпри патне çитрĕмĕр. Палăк çинчи сăн ÿкерчĕке курсан чĕре тапма чарăнатчĕ пуль — каснă-лартнă ывăлăм! Атте хитре арçын пулнă. Хĕрарăмсем ăна качча тухассишĕн евчĕ янă.

Арăмĕ — упăшкине, упăшки арăмне улталать

Ĕçре кашнин пурнăçне, туйăмне, вăрттăнлăхне чун витĕр кăларма тивет. Çынсен хушшинче сутăнчăк пайтах. Вĕсене тăрă шыв çине кăларма тивет. Аслă шкулсенче детектива вĕрентмеççĕ. Пирĕн артистран талантлăрах пулмалла. Автомашинăпа çÿремелле, техникăпа туслашмалла, çыннăн кăмăл-туйăмне витĕр курмалла, саккунсене лайăх пĕлмелле. Агентствăна ĕçлеме вырнаçас тĕллевлĕ çынпа юрату пирки калаçатăп. Çак туйăма пĕлекенсем кăна çын нушине ăнланаççĕ. Пĕррехинче 45-ри арçын пулăшу ыйтрĕ. Вăл пĕрремĕш юратăвне шыраса тупасшăнччĕ. Хĕрĕн ятне тата вăл пурăннă района çеç пĕлтерчĕ. Авланса телей тупайманскер 25 çул каялла паллашнă пикене аса илсе: «Манăн унăн сассине илтес, сăнне курас килет», — терĕ. Савнине питĕ хăвăрт тупрăмăр. Хĕрарăм качча тухнă. Ăна кам шыранине пĕлтерсен хăраса ÿкрĕ. Юратакан çынна çумран тĕксе ямалла маррине ăнлантартăм. Вĕсем тĕл пулса калаçрĕç, иртнĕ вăхăта аса илсе савăнчĕç. Çавăн пек самантсенче эпĕ хамăн ĕçпе кăмăллă.
Юлашки çулсенче нумайăшĕ интернетри паллашу сайчĕсенчи «савние» тĕрĕслесшĕн, ăшă сăмахсем вĕçтерекен çын пирки чăннине пĕлесшĕн. Анкетăра тем те пĕр çырма пулать- çке-ха. Мăнтарăн арçынĕсем вăй-хала шеллемесĕр капмар çурт çĕклеççĕ, арăмĕпе ачи-пăчи выçă ан ларччăр тесе ĕçлеççĕ. Мăшăрĕсем вара тĕпренчĕкĕсене садике ăсатаççĕ те илем салонĕсем тăрăх çÿреççĕ. Кĕпе-йĕм çумалли машина тумтире çавăрттарать, робот урай çăвать… Кил хуçи арăмĕ интернетра хăйĕнчен çамрăкрах савни шырать. Арçын детектив агентствине мăшăрне юратнăран, çемьене упраса хăварассишĕн çитет. Пĕрремĕш тĕлпулура ăна тимлĕн итлетĕп, хусканăвне сăнатăп. «Арăму пирки тĕрĕсси çиеле тухсан мĕн тăватăн?» — тесе ыйтатăп. Арçынсем юратаççĕ, каçараççĕ.
Вĕри çĕлен евĕр хĕрарăмсем упăшкине еркĕнĕн ытамĕнче тытасшăн, уйрăлсан пĕтĕм пурлăха туртса илесшĕн. Вĕсен калаçăвне итлесен çÿç-пуç вирелле тăрать. Арçынсем çавнашкаллисене чăтса пурăннинчен тĕлĕнетĕп, тахçанах тухса тармалла. Юратман упăшка вĕсемшĕн тарçă вырăнĕнче. Чылай хĕрарăм чее те кĕвĕç чунлă. Çавăнпа, манăн шухăшпа, эрех ĕçмен, пирус туртман чаплă арçынсем авланма васкамаççĕ. Пĕррехинче агентствăна килнĕ хĕрарăм ВИЧ-инфекциллĕ çыннăн юнне тупас тĕллевлине пĕлтерчĕ. Ăна вăл çывăракан упăшкин организмне вăрттăн ярасшăн иккен. Вăл хăрушă çак утăма тума пултарассинче иккĕленмерĕм, мăшăрне тупрăм та килтен тухса тарма сĕнтĕм. Çав арçынпа халĕ те çыхăну тытатпăр. Малалла вулас…

www.hypar.ru volk-agency.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.