Кăсăклă професси

25 Jan, 2018

Кăмака та хутать, пăр та катать проводник

Проводниксен ĕçĕ пирки тĕрлĕ кинофильмран пĕлетĕп. Хам пуйăспа çул çÿреве тухсан та вĕсене чылай сăнанă. Кĕрекен-тухакана кĕтсе илсе ăсатса ярассинче, çынсене чейпе хăналассинче мĕн йывăрри пултăр теттĕм.