Любовь ПЕТРОВА

31 Пуш, 2016

«Солярка сĕтрен йÿнĕрех пулмалла»

Кăçал Чăваш Енре — Ĕç çыннин çулталăкĕ. Тĕрлĕ яла тухса çÿренĕ май чи малтан çĕр ĕçĕпе тăрăшакан, фермер хуçалăхне йĕркеленĕ çамрăксемпе кăсăкланатпăр. Шел те, хăш-пĕр ялта вĕсене кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймăн. Тăван тăрăхра ĕçлесе пурăнакан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç çулран-çул чакать. Вăрнар районĕнчи Кÿлхĕрри ялĕнче пурăнакан Евгений Романов фермер ĕçне пуçăнас тĕллевпе çĕршывăн тĕп хулинчен каялла тăван тăрăха таврăннă. Патшалăх пулăшăвне тивĕçейменрен вăл халĕ те ĕмĕчĕсене туллин пурнăçа кĕртеймест. 28 çулти çамрăка пысăк хуçалăха хăйĕн вăйĕпе йĕркелеме йывăр.

24 Пуш, 2016

«Пĕччен ытла та кичем»

Етĕрне районĕнчи Йÿçпан ялĕнче пурăнакан 41 çулти хусах редакцие шăнкăравларĕ. Пирĕн кăларăма вăл чылай çул çырăнса илет. Хаçат урлă хăйĕн валли савни тупасшăн. Ĕçрен ÿркенменскер, килти хуçалăха хăй тĕллĕнех тытса пурăнаканскер патне çитсе килме май тупрăмăр.

24 Пуш, 2016

«Макăрма вăй юлманран йытă çури пек ÿлеттĕмĕр»

Ленинграда нимĕç фашисчĕсен блокадинчен кăларнăранпа кăçал 72 çул çитрĕ. Унти 872 çĕрпе кун пин-пин çын чĕринче яланлăхах çырăнса юлнă. Шел те, çак асаплă вăхăта хăйсен куçĕпе курнисем çулран-çул сахалланса пыраççĕ. Шартлама сивĕпе выçлăха чăтнисем çăкăр хакне лайăх пĕлеççĕ.

17 Пуш, 2016

Кашни тĕслĕхре - ача шăпи

Республикăри суд приставĕсем пĕлтĕр парăма кĕнĕ çынсемпе предприятисенчен 4 млрд ытла тенкĕ шыраса илнĕ, çав шутран 2 млрд яхăнăшне бюджета хывнă. Кун пирки Суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Анатолий Иванов тытăмăн коллегийĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.

10 Пуш, 2016

Çемçе пукана мар, хăйсен ĕçне юратаççĕ

Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. Иртен пуçласа каçчен илемлĕ курăнма тăрăшакансем, кил ăшшине упракансем, çемьене «çĕнĕ кайăк» илсе килекенсем, тĕнчене ăшăлăхпа тата юратупа тултаракансем хăйсен уявне паллă турĕç. Хĕрарăм пурнăç тыткăчи тесен те йăнăш мар. Çемьешĕн тăрăшаканскерсем кил-тĕрĕшри ĕçсене те туса ĕлкĕреççĕ, хăйсене те тĕрлĕ профессире тĕрĕслеççĕ. Çунакан çурта кĕме те, ĕрĕхсе чупакан лашана чарма та пултараççĕ вĕсем. Çутçанталăкăн черчен пайне ертÿçĕ пуканне те шанса параççĕ. Республикăри çамрăк ертÿçĕ хĕрарăмсемпе çыхăнтăмăр.

Pages