«Пĕччен ытла та кичем»

Етĕрне районĕнчи Йÿçпан ялĕнче пурăнакан 41 çулти хусах редакцие шăнкăравларĕ. Пирĕн кăларăма вăл чылай çул çырăнса илет. Хаçат урлă хăйĕн валли савни тупасшăн. Ĕçрен ÿркенменскер, килти хуçалăха хăй тĕллĕнех тытса пурăнаканскер патне çитсе килме май тупрăмăр.

Слава Тимофеев пурăнакан яла автобус час-часах çÿремест. Ăна ялта лайăх паллаççĕ. Вăл пĕр кинемей килĕнче кун кунлать. Хайхискерĕн ача пулман. Слава ватă хĕрарăма мĕн виличченех пăхнă. Вăл çуртне Слава çине çыртарса хăварнă. Йывăç пÿрте арçын хăйĕн вăйĕпе çĕнетнĕ. Кил картишĕнче таса та тирпейлĕ. Пÿрт çутçанталăк газĕпе ăшăнать. Шыв та кĕртнĕ. Арçын хĕрарăмсăр пурăнать пулин те кашни япала — хăй вырăнĕнче. Урай таса, сĕтел çинче — тутлă апат-çимĕç. Малалла вулас...

Любовь ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.