Кашни тĕслĕхре - ача шăпи

17 Пуш, 2016

Республикăри суд приставĕсем пĕлтĕр парăма кĕнĕ çынсемпе предприятисенчен 4 млрд ытла тенкĕ шыраса илнĕ, çав шутран 2 млрд яхăнăшне бюджета хывнă. Кун пирки Суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Анатолий Иванов тытăмăн коллегийĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ. Парăмçăсене укçа тÿлеттермелли мелсенчен пĕри — Раççей тулашне кайма чарни. Пĕлтĕр управлени ку тĕлĕшпе 7,5 пин ытла йышăну тунă. 4 пине яхăн çын алимент тÿлеменнипе ют хулана тухса каяйман.

«Ача çуралсан хăй тĕллĕнех çитĕнет», — тесе шухăшлать, ахăртнех, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ, çавăнпа тĕпренчĕкĕ çинчен манать, унăн пуласлăхĕ пирки пачах пăшăрханмасть. Кашни ачах çывăх çыннисен юратăвĕпе пулăшăвне тивĕç. Хĕвел пурин çине те пĕрешкел пăхать, анчах çемьери хутшăнусем — расна.

Парăмçăсем пирки Суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн Шупашкарти алимент тÿлевĕсене шыраса илекен пайĕн пуçлăхĕпе Мария Кудряшовăпа тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл каласа кăтартнă тăрăх, пĕлтĕр управленире суд йышăнăвне пурнăçламалли 13 пин ытла производствăна шута илнĕ. Приставсем тăрăшнипе вĕсенчен 5 пинĕшне вĕçне çитернĕ, парăмçăсенчен 227 пин тенкĕ ытла шыраса илнĕ. Шупашкарта уйăхне вăтамран 150 çын алимент шыраса илес тĕллевпе суд приставĕсем патне пырать. «Кăçалхи икĕ уйăхра ку хисеп ÿснине палăртмалла. Халĕ кунашкал производствăсем — 200-е яхăн. Çакă, паллах, çĕршыври кризиспа, çĕр-çĕр çын ĕç вырăнне çухатнипе те çыхăннă. Алимент тÿлеменнисен 45% ĕçлет. Укçа-тенкĕ шыраса илмелле тунă çынсен 10% тÿлет, 5% — шыравра, 10% уголовлă явап тытать», — пĕлтерчĕ Мария Александровна.

Унăн шухăшĕпе, парăмçă йышланни мăшăрсем уйрăлнă тĕслĕх нумайланнипе çыхăннă. 2009 çулпа танлаштарсан, Шупашкарта кунашкаллисен йышĕ ÿснĕ. Çичĕ çул каялла 3534 çемье чăмăртаннă, 1 пине яхăн мăшăр уйрăлнă. 2011 çулта 3873 мăшăр хут уйăрттарнă тăк 2 пине яхăнăшĕ пĕрле пурăнайман. 2014 çулта туй туса пĕрлешнисен хисепĕ уйрăлнисенчен пĕчĕкрех пулнă. Пĕлтĕрхи пĕрремĕш кварталта 670 çемье чăмăртаннă, 600-ĕшĕ арканнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.