Любовь ПЕТРОВА

26 Çу, 2016

«Вилĕмсĕр полк» халăх йăлине çаврăнтăр

Çĕнтерÿ кÿнĕн уявĕ пулнăранпа икĕ эрне ытла иртрĕ пулин те Раççейĕпе икĕ миллион çын хутшăннă акци пирки сăмах пуçарни ытлашши пулмĕ. Мускавра кăна кăçал «Вилĕмсĕр полк» çулĕпе 700 пин ытла çын утнă.

19 Çу, 2016

ППЭ пункчĕсенче тухтăрсем те, тьюторсем те пулĕç

Часах пĕлÿ çурчĕсенче юлашки шăнкăрав янăрĕ. Шкултан вĕренсе тухакансен хĕрÿ тапхăр пуçланĕ. Пĕлĕве çирĕплетмешкĕн вăхăт нумай юлмарĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем кăçал та яланхиллех икĕ тапхăрпа иртеççĕ. Пĕрремĕшĕ пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 23-мĕшĕччен пулнă. Раççейре 18700 çамрăк экзамена маларах тытнă. 164-шне шпаргалкăпа тата гаджетпа усă курнăшăн кăларса янă. Тĕп тапхăр çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланĕ. Вăл кун çамрăксем географи тата вырăс литературин предмечĕсемпе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытĕç. Чăваш Енре тĕп тапхăра 6742 хĕрпе каччă хутшăнĕ.

19 Çу, 2016

«Ачасем мана юратнине туятăп»

«Ача-пăча хыççăн кайсан сĕтел айне кĕрсе вилĕн» — тенĕ ваттисем. Вĕсемпе тимлĕхе самантлăха та çухатма юраманнине пĕлетпĕр, анчах асăрхаса çитереймен чухне темĕн те туса ĕлкĕреççĕ: пушмака çуллама, обоя варалама... Килти шăпăрлана итлеттерме пулĕ-ха.

19 Çу, 2016

Тÿпере вĕçме ĕмĕтленет

Сызраньти летчиксен авиаци аслă училищинче Чăваш Енри чылай çамрăк ăс пухать. Пĕлтĕр унта 17-ĕн вĕренме кĕнĕ. Çар çыннин профессийĕ чылай яш-кĕрĕме илĕртет. Çапах ума лартнă тĕллевсене пурнăçласа тÿпере çул хывакан йышлах мар.

12 Çу, 2016

Ĕне чĕрнине сиплеме эмел шухăшласа кăларнă

Ялта çитĕннĕ ачасенчен чылайăшĕ мĕн пĕчĕкренех ашшĕ-амăшне выльăх-чĕрлĕх пăхса пулăшать. Хăшĕ-пĕри пуласлăхне ветеринар профессийĕпе çыхăнтарать. Етĕрне районĕнчи Ирçе ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Чучулина выльăх тухтăрĕ пулма мĕн хистенĕ-ха?

Pages