Любовь ПЕТРОВА

7 Утă, 2016

Вĕренÿ кĕнекисем тусан пуçтарса выртаççĕ

Александр Айдаров Эстонире пурăнать, унти Культура министерствинче ĕçлет. Çамрăкскер икĕ çул каялла доктор диссертацине хÿтĕленĕ. Ача чухне вăл — йăх-несĕлсем мĕнле чĕлхепе калаçни, хăш халăх çыннисем пулни пирки шухăшламан. Çитĕнсе çитсен çакна тĕпчеме тĕв тунă.

30 Çĕртме, 2016

Таксидермист ĕçĕ çĕвĕçĕнни пекех

Мĕн вăл — таксидерми? Ахăртнех, чылайăшĕ сунарçăсен çуртĕнче кайăк-кĕшĕкĕн е чĕрчунăн кĕлеткине асăрханă. Вĕсене, паллах, музейра та курма май пур. Раççейре кунашкал кĕлеткене I Петĕр патша хушăвĕпе килĕшÿллĕн Кунсткамерăра пирвайхи хут вырнаçтарнă.

23 Çĕртме, 2016

Вăхăтсăр çуралнă ачасене пулăшма - çĕнĕ мелсем

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕ — Çамрăксен кунĕ. Уяв умĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕсене парасси çинчен Указ алă пуснă. Сумлă çак хавхалантарăва кăçал 15-ĕн тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ Валентинăпа Дмитрий Виноградовсем. Мăшăра премие сывлăх сыхлавĕ енĕпе "Вăхăтсăр çуралнă пепкесен тип пырĕпе ÿпкин тĕрĕс мар аталанăвне маларах асăрхаттарасси" ĕçшĕн панă. Çамрăксемпе сумлă наградăна алла иличченех тĕл пултăмăр, вĕренÿри тата ăслăлăхри çитĕнĕвĕсем пирки сăмах пуçартăмăр. Малалла вулас...

23 Çĕртме, 2016

Тухтăрсем ача çуратма чарсан Турра кĕлтунă

Çемье кашни çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кун ăнăçлă та, япăх та иртме пултарать, анчах килте сана кĕтекен пурри малалла пурăнма хавхалантарать. Çемьери тăнăçлăхпа юрату мĕнрен килет-ши? Сак тулли ача-пăча çитĕнтерме çăмăл-ши?

Pages