Вăхăтсăр çуралнă ачасене пулăшма - çĕнĕ мелсем

23 Çĕртме, 2016

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕ — Çамрăксен кунĕ. Уяв умĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕсене парасси çинчен Указ алă пуснă. Сумлă çак хавхалантарăва кăçал 15-ĕн тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ Валентинăпа Дмитрий Виноградовсем. Мăшăра премие сывлăх сыхлавĕ енĕпе "Вăхăтсăр çуралнă пепкесен тип пырĕпе ÿпкин тĕрĕс мар аталанăвне маларах асăрхаттарасси" ĕçшĕн панă. Çамрăксемпе сумлă наградăна алла иличченех тĕл пултăмăр, вĕренÿри тата ăслăлăхри çитĕнĕвĕсем пирки сăмах пуçартăмăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.