Любовь ПЕТРОВА

16 Çĕртме, 2016

Сусăрсене те пулла илсе çÿреççĕ

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Антон Володиншăн пулă тытасси чун киленĕçĕ çеç мар, пурнăçăн пĕр пайĕ те. Урамра сивĕ-и, çил-тăман алхасать-и, çумăр çăвать-и — кирек епле çанталăкра та вăлта йăтса кÿлĕ е юханшыв хĕррине каякан çынсене пурте ăнланмаççĕ.

16 Çĕртме, 2016

Нуша ĕçе хăнăхтарнă

Канаш районĕнчи Шуркасси шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекенсенчен ЧР Пуçлăхĕн стипендине харăсах иккĕн тивĕçнĕ. Каччăсем тулли çемьере çитĕнмеççĕ пулин те вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма çеç мар, тĕрлĕ олимпиада-конкурсра пĕлÿ шайне тĕрĕслеме, общество ĕçне хутшăнма та вăхăт тупаççĕ.

16 Çĕртме, 2016

12 çултах çăпата хуçма вĕреннĕ

Муркаш районĕнчи Москакассинче пурăнакан 95 çулти Елена Иванова халĕ те ал ĕçĕ тăвать. Вăрçăпа выçлăх çулĕсене чăтса ирттернĕ хĕрарăм йăлтах астăвать. Терт-нушине сахал мар курнă, мăшăрĕнчен çамрăклах 6 ачипе тăлăха юлнă кинемейпе иртни çинчен чылайччен калаçрăмăр.

9 Çĕртме, 2016

Тăлăхсене хăйсенни пек юратаççĕ

«Ачасăр пурнăç — калчасăр уй-хир», — тенĕ ваттисем. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашра пурăнакан Константиновсем 1984 çулта çемье чăмăртанă. Çурта «çĕнĕ кайăк» килессе 20 çул кĕтнĕ вĕсем. Кил ăшшин управçин Ольга Васильевнăн 1988 çул­та тин çие юлнă. Шел те, кĕтнĕ ачан пурнăçĕ çав тери кĕске пулнă.

9 Çĕртме, 2016

Тивĕçлĕ канăва тухсан вĕренме кĕнĕ

«Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен» — тенĕ ваттисем. Çакна Етĕрне районĕнчи Уйкас Асламасра çуралса ÿснĕ Ольга Громова мĕн пĕчĕкренех ăса хывнă. Тивĕçлĕ канури хĕрарăм И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă вĕренÿ заведенине кирек мĕнле ÿсĕмрине те илеççĕ. Совет саманинче çеç куçăн майпа вĕренекенсен йышне 35 çултан аслăраххисене йышăнман. Халĕ студент сакки çине 17 çулти çамрăкпа пĕрле 70-тисем те лараяççĕ.

Pages