Любовь ПЕТРОВА

18 Çурла, 2016

Ачасен куçĕнчи хĕлхем хавхалантарать

Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ Александра Лобочкова ку хавхалантарăва тавралăха сыхлас енĕпе «Хут шăв-шавĕ» экологи çутĕç проектне пурнăçланăшăн тивĕçнĕ.

18 Çурла, 2016

Душанбе арĕпе ялта тĕпленнĕ

Çĕр çин­че тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Шăпа кампа çыхăнтарассине маларах пĕлме çук. Юрату тĕрлĕ наци çыннине пĕрлештерет. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Алиевсен патĕнче пултăмăр. Чăваш хĕрĕпе Таджикистан йĕкĕчĕ ялта тĕпленнĕ.

11 Çурла, 2016

Уçă сывлăшра кино курма чĕнеççĕ

Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев культурăпа искусство тытăмĕнчи инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн грант уйăрнине çирĕплетекен хушăва алă пуснă. Ăна республикăри 5 организаци тивĕçнĕ, вăл шутра — Чăваш патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕ «Уçă тÿпе айĕнчи кино» урамри фестиваль» проектпа çĕнтернĕ.

4 Çурла, 2016

Агрономшăн Адлер - уйра, кунта тырă пусси тинĕс шывĕ евĕр хумханать

Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» хуçалăхри çамрăксем ĕç çыннин профессине суйланинчен чăннипех те тĕлĕнтĕм. Çĕре юратни, тăван тăрăха хисеплени кашнинчех палăрчĕ. Хăш-пĕр района командировкăна кайсан ял тăрăхĕнче çамрăк пĕр специалист та çукки пирки пĕлтереççĕ.

21 Утă, 2016

Умра анлă çул. Хăшне суйламалла?

Шкултан вĕренсе тухакансен ăсату каçĕ иртнĕ, умра — анлă çул. Халĕ хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн пулас професси суйлама вăхăт. Аслă шкулсемпе техникумсенче, училищĕсенче хĕрÿ тапхăр пырать. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче йышăну кампанийĕ пуçланчĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе хулари хăш-пĕр аслă шкула çитрĕм.

Pages