Комментари хушас

21 Утă, 2016

Умра анлă çул. Хăшне суйламалла?

Шкултан вĕренсе тухакансен ăсату каçĕ иртнĕ, умра — анлă çул. Халĕ хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн пулас професси суйлама вăхăт. Аслă шкулсемпе техникумсенче, училищĕсенче хĕрÿ тапхăр пырать. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче йышăну кампанийĕ пуçланчĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе хулари хăш-пĕр аслă шкула çитрĕм. Паянхи çамрăк мĕнле специальноçа ытларах суйлать? Пуласлăхне мĕнле профессипе çыхăнтарасшăн? Хăш факультет валли бюджет вырăнĕ нумайрах уйăрнă? Ыйтусен хуравĕсене йышăну комиссийĕсен яваплă секретарĕсем уçăмлатма пулăшрĕç.

Медицинăпа техника енĕпе

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра хальхи вăхăтра 16 факультетра аслă пĕлӳ илме май пур. 55-ĕшне бакалавриат, 25-ĕшне специалитет, 30-ĕшне магистратура программипе хатĕрлеççĕ. Йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕнче Николай Петров чылай çул ĕçлет.

— Кăçал пирĕн аслă шкулта пĕтĕмпе — 1634 бюджет вырăнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 133 вырăн нумайрах. Яланхи пекех медицина, техника енĕпе ытларах уйăрнă. Акă сăмахран, электроэнергетикăпа электротехникăна куçăн майпа вĕренекен специалистпа бакалавр валли — 146 бюджет вырăнĕ. Тухтăр пулма ĕмĕтленекен 136 çамрăкăн тӳлевсĕр вĕренме май пур. Шел те, юлашки вăхăтра патшалăх гуманитари тата юриспруденци енĕпе бюджет вырăнне сахаллатнă. Апла пулин те кăçал филологсем валли — 7, юристсем валли 12 вырăн пур. Пĕлтĕр ку енсемпе куçăмлă майпа вĕренекенсен çавнашкал çăмăллăхпа усă курма май килмен. Кăçал конкурс пур специальноçпа та хĕрӳ пырать. Экономика факультетĕнче пĕр вырăншăн 20 ытла çамрăк тупăшать, строительство енĕпе 1 вырăншăн — 10-12 çамрăк. Кăçал, ытти çулхипе танлаштарсан, абитуриентсене шкултан аттестат каярах панă. Вĕсене алла илнĕ хыççăнах 3 кунра пин-пин çамрăк ыйту çырчĕ. Йышăну комиссийĕнче панулми ӳкме те вырăн çукчĕ. Университет патшалăх планне тултарасса шанатпăр. Ăна валли пирĕн аслă шкулта пĕтĕм услови пур. Утă уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне 8700 ытла çын ыйту çырнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 550 заявлени ытларах. Магистратурăра вĕренес текенсен йышĕ ӳснине палăртас килет. Кăçал ку енĕпе студентсем валли 300 яхăн бюджет вырăнĕ уйăрнă. Ытти регионтан килес текен те сахал мар. Сăмах май, пулас магистрсенчен заявлени авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче йышăнма пăрахатпăр. Абитуриентсем шăнкăравлаççĕ, документсене электрон почти урлă та ярса параççĕ. Интернатурăна вĕренме кĕнисен списокĕ хатĕр. Ĕнер ординаторсенчен заявлени йышăнма пăрахрăмăр. Кăçал çар тивĕçне пурнăçланă чухне сусăрланнă е йывăр чирлесе инвалида тухнисем валли те çăмăллăх пур. Пĕтĕмĕшле квота уйăрнă вырăнсемшĕн тупăшас текенсем 56-ăн заявлени çырнă. Кунашкаллисен шăпине утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче татса парăпăр. Тӳлевлĕ майпа вĕренекенсенчен заявление çурлан 13-мĕшĕчченех йышăнатпăр, — йышăну комиссийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Николай Аркадьевич.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра утă уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне куçăн тата куçăн мар майпа вĕренме палăрт­нисенчен хальлĕхе — 208, тӳлевлĕ ăс пухма кăмăл тунисенчен — 521, магистратура енĕпе куçăн майпа ăс пухма шухăшланисенчен — 459, куçăн мар майпа пĕлӳ шайне çирĕплетес текенсенчен 229 заявлени йышăннă.

Журналистикăпа филологи енĕпе вĕренме кĕрекенсен шăпи уйрăмах кăсăклантарчĕ. Журналистика уйрăмĕ валли 10 бюджет вырăнĕ çеç уйăрнă пулин те 249 çын заявлени çырнă. Вĕсенчен 23-шĕ хальлĕхе куçăн майпа тӳлевлĕ вĕренме килĕшнĕ. Чăваш уйрăмĕнче ăс пухас шухăшлă 17 çамрăк ыйту çырнă. Вĕсенчен 4-шĕн тӳлевсĕр майпа вĕренме ирĕк пур.

— Пĕлтĕр пирĕн факультетра бюджет вырăнĕ пачах та çукчĕ. Çапах 12-ĕн контракт мелĕпех пĕлӳ илме килĕшрĕç. Ачасем чăваш литературипе ППЭ тытаймасран хăраççĕ, ахăртнех, çавăнпах ку енĕпе вĕренес текен сахал. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра литературăпа экзамен тытмалла мар, çавăнпа унта заявлени çыракан та нумайрах, — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕн çумĕ Ирина Софронова доцент.

Пĕлтĕрхинчен 157 вырăн ытларах

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн йышăну комиссийĕн явап­лă секретарĕпе Ольга Зарубкинăпа çыхăнма май килчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, маларах асăннă аслă шкулта пĕтĕмпе кăçал 603 бюджет вырăнĕ уйăрнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал 157 вырăн ытларах. Вĕсенчен 329-ĕшĕ — куçăн майпа бакалавриат тата специалитет программипе вĕренекенсем валли. Куçăн мар майпа ăс пухакансенчен 180-шĕн тӳлевсĕр вĕренме май килĕ. Çавăн пекех куçăн майпа вĕренекен магистрсем валли — 50, куçăн мар майпа ăс пухакансем валли 44 вырăн хатĕрленĕ.

Ĕнерхи кун тĕлне ял хуçалăх академийĕ абитуриентсенчен 2100 е ытларах заявлени йышăннă. Яланхиллех ку аслă шкулта «Агроинженери», «Транспортпа технологи машинисен тата комплексĕсен эксплуатацийĕ», «Производство технологийĕпе ял хуçалăх продукцине тепĕр хут кăларасси», «Ветеринари» енсемпе вĕренме кĕрес текен йышлă.

Скайппа калаçаççĕ

Шупашкарти коопераци институчĕн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕпе Татьяна Евграфовăпа та çыхăнма май килчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, маларах асăннă аслă шкул ĕнерхи кун тĕлне 800 ытла çынран заявлени йышăннă. Институтри бакалаврсене 9 направленипе тата 17 профильпе, магистрсене 16 автор программипе хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех аслă шкул кашни çулах 7 çамрăка тӳлевсĕр вĕренме ирĕк парать. Çак çăмăллăхпа усă курас текенсен ППЭ-ре 90 балран кая мар пухмалла, унсăр пуçне пĕр-пĕр çитĕнӳ туса палăрмалла. Конкурс кашни çулах пысăк. Институт çак йĕркене тăватă çул каяллах йăлана кĕртнĕ.

Татьяна Николаевна каласа кăтартнă тăрăх, абитуриентсен ыйтусене скайппа та пама май пур. Ку меслетпе кăçал чылайăшĕ усă курнă. Интернет пулăшнипе институтри йышăну комиссийĕн ĕçченĕпе уçă калаçăва тухнă.

Йышăну комиссийĕсем малалла ĕçлеççĕ. Çавăнпа çамрăксен чуна çывăх профессие суйлама кăштах вăхăт пур-ха.

Любовь ПЕТРОВА.

Автор сăнӳкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.