Любовь ПЕТРОВА

5 Çу, 2016

Арăмĕпе ывăлне тăлăха хăварнă

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Бор хулинче инкек пулнă. Коммунистсен урамĕнче çĕкленекен 12 хутлă çуртăн иккĕмĕш хутĕнче взрыв кĕрленĕ. Малтанхи версие ĕненес тĕк, дизель компрессорĕ сирпĕннĕ. Унăн çумĕнче икĕ газ баллонĕ пулнă. Инкекре тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă, тепĕр тăваттăшне, йывăр суранланнăскерсене, больницăна ăсатнă. Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче больницăра тепĕр çын вилнĕ. Бригадăра 20-40 çулсенчи арçынсем ĕçлени паллă. Хур курнисен йышĕнче Чăваш Ен çыннисем те пур. Ку тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Халĕ следовательсем ăна тĕпчеççĕ.

28 Ака, 2016

«Тăван чĕлхене лайăхрах пĕлмелле»

Общество ĕçне хутшăннăшăн укçа тÿлемеççĕ. Апла пулин те çĕр-çĕр çамрăк куллен волонтер ĕçне кÿлĕнет, тĕрлĕ пĕрлешÿре тăрăшать. Красноармейски салинче çуралнă Станислав Трофимов шкулта вĕреннĕ чухне сцена çине тухма та хăранă.

7 Ака, 2016

Çурт тулли ача — пуянлăх

Вăрнар районĕнчи Кивьял пысăках мар пулин те унта алă ĕçĕ тăвакан та, выльăх нумай усракан та пур. Эпир ялти нумай ачаллă çемьесем патне çитме тĕллев лартрăмăр. Вĕсем 5-шер ача çитĕнтереççĕ, тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ.

31 Пуш, 2016

Йывăçа чун кĕртекен ăста

Нумаях пулмасть Германире ăста скульпторсен симпозиумĕ иртнĕ. Фестивале тĕрлĕ халăх маçтăрĕсем хутшăннă. Раççей чысне Шупашкарта пурăнакан Евгений Акимовпа унăн вĕренекенĕ Артем Смирнов хÿтĕленĕ. Ăстаçăсем конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнĕç. Ăна ака уйăхĕнче Германирех йĕркелĕç.

31 Пуш, 2016

Ачасене спортпа туслаштармалла

Ĕнер ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе 2012-2017 çулсенче ача-пăча интересĕсене хÿтĕлемелли наци стратегине пурнăçа кĕртес енĕпе йĕркеленĕ Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Pages