Комментари хушас

7 Утă, 2016

Вĕренÿ кĕнекисем тусан пуçтарса выртаççĕ

Александр Айдаров Эстонире пурăнать, унти Культура министерствинче ĕçлет. Çамрăкскер икĕ çул каялла доктор диссертацине хÿтĕленĕ. Ача чухне вăл — йăх-несĕлсем мĕнле чĕлхепе калаçни, хăш халăх çыннисем пулни пирки шухăшламан. Çитĕнсе çитсен çакна тĕпчеме тĕв тунă. Ашшĕ — вырăс, амăшĕ Пушкăртстанри чăваш ялĕнче Меселпуçра çуралса ÿснĕ. Яш вунă çул каялла чăваш чĕлхине вĕренме пуçланă. Халĕ Александр çак чĕлхепе тепĕр чăвашран та таса калаçать. Нумаях пулмасть «Хавал» общество пĕрлешĕвĕ унпа тĕлпулу ирттерчĕ. «Эстонири чĕлхе политики, сахал йышлă халăхсен кун-çулĕ тата тÿре-шара татса парайман ыйтусем» темăпа иртнĕскере хутшăнма тÿр килчĕ. Çамрăкскер чăвашла мĕнле калаçма вĕренни кăсăклантарчĕ.

— Çемьере эпир вырăсла калаçса ÿснĕ. Чи малтанах чăваш чĕлхинчи тĕп сăмахсене аннерен вĕрентĕм. Интернет пулăшнипе чĕлхе пирки тĕплĕнрех пĕлтĕм. Чăвашлăха юратакан çынсемпе паллашрăм. Кĕнеке нумай вуларăм, хам тăрăшнипе чăвашла калаçма пуçларăм. Кашни чĕлхе — хăйне евĕр тĕнче. Çĕнĕ çынсем, çĕнĕ хутшăнусем, — терĕ Эстонире пурăнса чăваш чĕлхине вĕреннĕ çамрăк. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.