ППЭ пункчĕсенче тухтăрсем те, тьюторсем те пулĕç

19 Çу, 2016

Часах пĕлÿ çурчĕсенче юлашки шăнкăрав янăрĕ. Шкултан вĕренсе тухакансен хĕрÿ тапхăр пуçланĕ. Пĕлĕве çирĕплетмешкĕн вăхăт нумай юлмарĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем кăçал та яланхиллех икĕ тапхăрпа иртеççĕ. Пĕрремĕшĕ пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 23-мĕшĕччен пулнă. Раççейре 18700 çамрăк экзамена маларах тытнă. 164-шне шпаргалкăпа тата гаджетпа усă курнăшăн кăларса янă. Тĕп тапхăр çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланĕ. Вăл кун çамрăксем географи тата вырăс литературин предмечĕсемпе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытĕç. Чăваш Енре тĕп тапхăра 6742 хĕрпе каччă хутшăнĕ. Вĕсенчен 5855-ĕшĕ шкултан кăçал вĕренсе тухать. Республикăра ППЭ 36 пунктра иртĕ. Предмет комиссийĕсем йĕркеленнĕ ĕнтĕ, вĕсен председателĕсене çирĕплетнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.