Комментари хушас

26 Çу, 2016

«Вилĕмсĕр полк» халăх йăлине çаврăнтăр

Çĕнтерÿ кÿнĕн уявĕ пулнăранпа икĕ эрне ытла иртрĕ пулин те Раççейĕпе икĕ миллион çын хутшăннă акци пирки сăмах пуçарни ытлашши пулмĕ. Мускавра кăна кăçал «Вилĕмсĕр полк» çулĕпе 700 пин ытла çын утнă. Шупашкарта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, фашистсене тĕп тума хăйсен пурнăçне шеллемен тăванĕсен сăнÿкерчĕкĕсене 20 пине яхăн çын йăтса утнă. Çак пархатарлă мероприятин историйĕ тата унăн пуçаруçисем пирки тĕплĕнрех çырса кăтартма тĕв турăмăр.

«Вилĕмсĕр полк» Томск хулинче 2012 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пĕрремĕш хут иртнĕ. Фронтра çапăçнă тата тылра ырми-канми ĕçленĕ çынсен сăнÿкерчĕкĕсене çав кун 2 пин çын йăтса утнă. Акцие пĕтĕмĕшле 6 пин çын тухнă. Унăн пуçаруçисем — Томскри медиаушкăн журналисчĕсем. Çак хулара халĕ «Вилĕмсĕр полк» регионсен хушшинчи историпе патриотла юхăмăн координаци центрĕ ĕçлет. Унăн тĕп тĕллевĕ — кашни çемьене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асра тытма чĕнсе каласси. Çак тивĕçе вĕсем икĕ майпа пурнăçлама палăртнă. Пĕрремĕшĕ — www.moypolk.ru сайтра халăх летопиçне йĕркелесси, иккĕмĕшĕ — çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче паттăрсен тăхăмĕсене стройпа утма чĕнесси. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.