Çемçе пукана мар, хăйсен ĕçне юратаççĕ

Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. Иртен пуçласа каçчен илемлĕ курăнма тăрăшакансем, кил ăшшине упракансем, çемьене «çĕнĕ кайăк» илсе килекенсем, тĕнчене ăшăлăхпа тата юратупа тултаракансем хăйсен уявне паллă турĕç. Хĕрарăм пурнăç тыткăчи тесен те йăнăш мар. Çемьешĕн тăрăшаканскерсем кил-тĕрĕшри ĕçсене те туса ĕлкĕреççĕ, хăйсене те тĕрлĕ профессире тĕрĕслеççĕ. Çунакан çурта кĕме те, ĕрĕхсе чупакан лашана чарма та пултараççĕ вĕсем. Çутçанталăкăн черчен пайне ертÿçĕ пуканне те шанса параççĕ. Республикăри çамрăк ертÿçĕ хĕрарăмсемпе çыхăнтăмăр. Вĕсем мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ? Ертÿçĕ пуканĕ çемçе-и? Тилхепене тытса пыма çăмăл-и?

Икĕ аслă пĕлÿллĕ

34 çулти Алена Горшкова Патăрьелти «Юмах» ача сачĕн заведующийĕнче ĕçлет. Çак тивĕçе вăл 2012 çултанпа пурнăçлать. Вăл икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Малтанах И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн химипе фармацевтика факультетĕнче вĕреннĕ. Унтан санитарипе эпидеми станцийĕнче икĕ çул çурă тăрăшнă. Тепĕр аслă пĕлĕве И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра илнĕ, унта вăл шкул умĕнхи тата коррекци педагогикин факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Малалла вулас...

Любовь ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.