Çемçе пукана мар, хăйсен ĕçне юратаççĕ
Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. Иртен пуçласа каçчен илемлĕ курăнма тăрăшакансем, кил ăшшине упракансем, çемьене «çĕнĕ кайăк» илсе килекенсем, тĕнчене ăшăлăхпа тата юратупа тултаракансем хăйсен уявне паллă турĕç. Хĕрарăм пурнăç тыткăчи тесен те йăнăш мар. Çемьешĕн тăрăшаканскерсем кил-тĕрĕшри ĕçсене те туса ĕлкĕреççĕ, хăйсене те тĕрлĕ профессире тĕрĕслеççĕ. Çунакан çурта кĕме те, ĕрĕхсе чупакан лашана чарма та пултараççĕ вĕсем. Çутçанталăкăн черчен пайне ертÿçĕ пуканне те шанса параççĕ. Республикăри çамрăк ертÿçĕ хĕрарăмсемпе çыхăнтăмăр.