«Солярка сĕтрен йÿнĕрех пулмалла»

Кăçал Чăваш Енре — Ĕç çыннин çулталăкĕ. Тĕрлĕ яла тухса çÿренĕ май чи малтан çĕр ĕçĕпе тăрăшакан, фермер хуçалăхне йĕркеленĕ çамрăксемпе кăсăкланатпăр. Шел те, хăш-пĕр ялта вĕсене кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймăн. Тăван тăрăхра ĕçлесе пурăнакан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç çулран-çул чакать. Вăрнар районĕнчи Кÿлхĕрри ялĕнче пурăнакан Евгений Романов фермер ĕçне пуçăнас тĕллевпе çĕршывăн тĕп хулинчен каялла тăван тăрăха таврăннă. Патшалăх пулăшăвне тивĕçейменрен вăл халĕ те ĕмĕчĕсене туллин пурнăçа кĕртеймест. 28 çулти çамрăка пысăк хуçалăха хăйĕн вăйĕпе йĕркелеме йывăр. Çакă тата ытти ыйту тавра яшпа тĕл пулса калаçрăмăр. Малалла вулас...

Любовь ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.