Ирина ПУШКИНА

31 Çу, 2016

Хаваслă çу кунĕсенче инкек ан хурлантартăр

Çу уйăхĕн вĕçĕнче шкул ÿсĕмĕнчи ача пÿрне хутлатса тата миçе кун вĕренмеллине шутлани — чылай çемьешĕн хăнăхнă ÿкерчĕк. Ара, чи вăрăм каникула кĕтмесĕр! Вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче, çанталăк урамалла кăчăк туртнă вăхăтра кĕнеке-тетрадь тытса пуç çĕклемесĕр ларма тивет-çке. Чĕрĕк вĕçĕнчи тĕрĕслев ĕçĕсем, тепĕр класа куçма ирĕк паракан аттестаци, тăваттăмĕш классен — Пĕтĕм Раççей тĕрĕслев ĕçĕсем... Кун пек чухне лăштах сывласа ярасса ачапа пĕрле ашшĕ-амăшĕ те тем пек кĕтет. Çу пуçлансанах лăпкă та ирĕклĕ тапхăр çитет тейĕн.

27 Çу, 2016

Пурнăç çулĕпе чыслăн утма сăмах пачĕç

Айккинчен пăхсан — парад иртет тейĕн, тĕрĕссипе вара Шупашкарти 14-мĕш шкул вĕренекенĕсем — тĕттĕм кăвак кительлĕ, пилоткăллă хĕрсемпе яшсем, шкул картлашки çине тин ярса пуснă шăпăрлансемпе вĕсенчен аслăрах ÿсĕмри ачасем — «юлашки шăнкăрава» халалланă линейкăна пухăннă. Вĕсем кăна-и? Кĕç-вĕç сывпуллашма хатĕрленекен кадетсене вĕренсе пĕтернĕ ятпа саламлама шкулăн пĕтĕм ĕçченĕ, ашшĕ-амăшĕ пуçтарăннă.

20 Çу, 2016

Андрей АЛЕКСАНДРОВ: Вăхăтпа тан утсан ăнăçу пулатех

Республикăн чи пысăк вĕренÿ заведенийĕ — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ — аталану тĕлĕшĕпе çултан-çул çĕнĕ ÿсĕмсем тăвать. 16 факультета, виçĕ филиала пĕрлештерекен аслă шкул 15 пин студента, 1 пин ытла преподавательпе сотруднике пĕр тĕвĕре тытать.

5 Çу, 2016

Диктант - чăмăртанма хистекен проект

Пĕтĕм чăваш диктантне кирек кам та çырма пултарать, çапах акци хастарĕсен хушшинче кăçал та шкул ачисемпе студентсем, вĕрентекенсем, ăслăлăхпа культура тытăмĕнче тăрăшакансем ытларах пулчĕç. Диктант çырма кăмăл тăвакан чиновниксем те тупăнчĕç, анчах — пĕри те тепри васкавлă ĕçрен хăпаймарĕ-ши — сахаллăн пулчĕç вĕсем.

Диктанта кăçал 6 пин ытла çын çырнă. Акцие хутшăнма кăмăл тунисем Чăваш Енĕн кашни районĕнчех тупăннă. Ярса панă ĕçсен йышĕнче Самар облаçĕнчен, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен, Тутарстанран, Пушкăртстанран килнисем те пур.

Pages