Ирина ПУШКИНА

2 Çурла, 2016

Юсаса çĕнетнĕ шкулта пĕлÿ илме кăмăллă

Республикăри вĕренÿ учреждениийĕсенче юсав-тирпей ĕçĕсене пурнăçласси çуллахи вăхăтра хĕрÿ пырать. Çак кунсенче районсемпе хуласенчи шкулсемпе садиксем вĕренÿ çулне пуçлама еплерех хатĕрленнине тĕрĕслеме тытăнчĕç. Организацисене йышăнакан комиссисем 1000 организацири лару-тăрăва тĕрĕслĕç.

Çĕнни хăпартлантарать

8 Утă, 2016

"Анне вилсен атте мăнастире кайрĕ"

Çемье кунне Раççейре паллă тума пуçланăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ-ха. 2007 çула пирĕн çĕршывра Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Шăп çав çул — утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче — Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне пуçласа паллă турăмăр.

1 Утă, 2016

Ачасем хÿтлĕхре, сывлăхлă ÿсчĕр

Кăтартусем япăх мар, çапах татса памалли ыйтусем пур

Чăваш Енре ачасем тĕлĕшпе тытса пыракан патшалăх политикине пурнăçласа чылай ĕç тăваççĕ. Вĕсене паха пĕлÿ парасси, медицина пулăшăвĕпе аякка каймасăр тивĕçтересси, социаллă хÿтлĕх кÿресси, право тĕлĕшĕнчен хÿтĕлесси — çак тата ытти ыйтупа çыхăннă вĕсем.

28 Çĕртме, 2016

Кадрсен çитменлĕхĕ ура ан хутăр

Чăваш Ен пирки аграри регионĕ теме хăнăхнă. Эппин, аталану та çак тытăмра пуринчен ытла пулмалла пек. Ял хуçалăх предприятийĕсем сулмаклăн ĕçлесе пыччăр тесен вара чи кирли — кадрсем. Шел, хальхи вăхăтра асăннă отрасль производстви лайăх специалистсен тĕлĕшпе пуян теме çук.

Pages