Ирина ПУШКИНА

1 Ака, 2016

Шăнкăрав янăрамасан та шкул тунсăхламасть

Республикăри шкулсенче çуркуннехи каникул пырать. Ача-пăча кану вăхăтне сывлăхшăн тата аталанушăн усăллă ирттертĕр тесе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пур учрежденире те асăннă тапхăрта мероприятисем йĕркелеççĕ. Вĕренекенсем кружоксене, спорт секцийĕсене, вĕренÿ предмечĕсемпе пулакан консультацисене çÿреççĕ. Уроксенчен пушă тапхăрта тĕрлĕ шайри ăмăртусем, конкурссем те йышлă.

29 Пуш, 2016

Хăюллă утăм телее хаклама вĕрентнĕ

Çĕрпÿ районĕнчи Янтуш ялĕнче пурăнакан Надежда АНДРЕЕВА патне хăнана вĕçтерсе килер-и? Вĕсен туслă çемйи çинчен Çĕрпÿ енсем тахçанах каласа кăтартнăччĕ. Сарă çÿçлĕскер, ырă та уçă кăмăлĕпе çутă сапалаканскер тухăçран шăранса тухакан хĕвел шевлине аса илтерет.

22 Пуш, 2016

Çĕнтерÿçĕсем - республика шанăçĕ

Шкул ачисен хушшинче çуллен иртекен Раççей олимпиадин регионсенче йĕркелекен тапхăрĕ хыçа юлчĕ те — çĕршыв шайĕнчи ăмăртусем пуçланчĕç. Яваплă тупăшусенче Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме хатĕрленекенсене — вырăнти ăмăртура мала тухнă вĕренекенсене — республика ертÿлĕхĕ пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР вĕренÿ институтĕнче Дипломпа чысларĕ.

18 Пуш, 2016

Тăван çĕршыва юратма, аваллăха пĕлме, халăхпа мăнаçланма

Юлашки çулсенче шалти туризм — çĕршывăмăрăн аталанса пыракан экономика тытăмĕсенчен пĕри. Ăна вăйлатса пырасси Раççей Федерацийĕн хальхи вăхăтра йĕркеленекен приоритетлă тĕллевĕсен шутне кĕни унăн пĕлтерĕшне тата çĕклет.

Pages