Ирина ПУШКИНА

15 Чÿк, 2016

Пурнăçа ăнланма вулавăш пулăшать

«Общество литературăра идеал шайĕнчи, ăс-тăна шăнăçакан чăн пурнăçа курать», — тенĕ вырăссен паллă философĕ Виссарион Белинский. Нумай вулакан, библиотекăна час-час çÿрекен çынсемпе калаçатăн та — чылайăшĕ хăйсем паллашакан хайлавсем вĕсене пурнăçа лайăхрах ăнланма пулăшнине çирĕплетет. Ăсчах сăмахĕпе епле килĕшмĕн?

9 Чÿк, 2016

Интернет çамрăк ăрăва усала ан вĕренттĕр

Пурнăç тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа аталанать. Ун таппипе тан ĕлкĕрсе пыма та йывăр. Паянхи кун, сăмахран, Интернетпа пĕтĕм тĕнче усă курать. Темиçе çул каялла кăна эпир ун çинчен тĕлĕкре те тĕлленменнине ĕненес те килмест. Кибернетика лайăхран лайăх шая çĕкленсе пынине ырламалла, анчах... Тĕнчене карса илнĕ «эрешмен картин» сиенлĕ енĕсемпе кĕрешмесĕр те пурăнма май çук. Çапла, компьютер е информаци уçлăхĕллĕ урăх хатĕр хальлĕхе этемлĕхе усăллă хыпарсемпе кăна тивĕçтерме «вĕренсе» çитеймен-ха.

9 Чÿк, 2016

Çĕнĕ кафедра - фирмăра

Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче профессие алла илес ĕçе аудиторире ларса кăна мар, предприяти-организацире иртекен занятисенче те хăнăхасси йăлана кĕрсе пырать. Чăн та, ĕçе вырăнта хăнăхмасан паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен специалист пулаймăн.

3 Чÿк, 2016

Анне пилĕ пушă сăмах мар

Çемье. Кашни çын пурнăçĕнче çак сăмахпа çыхăннă ăнлавсем пур: кил, атте, анне, хăтлăх, ăшăлăх, юрату... Мĕн чухлĕ шанчăк, ĕмĕт парнелет вăл этеме. Тепĕр тесен çемье чăмăртаннă самант хăех ырă туйăмпа, шухăш-тĕллевпе тулли. Çав сăлтавпах пархатарлă ĕçе пурнăçлакансем — мăшăрланнине çирĕплетекен акта çыракансем, ЗАГСра вăй хуракансем — хăйсем те тĕслĕх çемьери ырă-çутă çынсем пулмалла пек. Мĕн чухлĕ çĕнĕ мăшăра — çемье тĕвĕленĕ ятпа, телейлĕ ашшĕ-амăшне — пепке çутă кун курнă ятпа саламлама тивет вĕсен хăйсен пурнăçĕнче.

26 Юпа, 2016

Çитĕнÿ ăнсăртран килмест

Раççейри чи лайăх шкулсен ТОП-500, ялсенчи чи лайăх шкулсен ТОП-200 йышне палăртасси йăлана кĕчĕ. Рейтинга Раççей Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви пулăшнипе Мускаври математика вĕрентĕвĕн центрĕ йĕркелет. Кунашкал тĕпчев кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртнĕ.

Pages