Пурнăçа ăнланма вулавăш пулăшать
«Общество литературăра идеал шайĕнчи, ăс-тăна шăнăçакан чăн пурнăçа курать», — тенĕ вырăссен паллă философĕ Виссарион Белинский. Нумай вулакан, библиотекăна час-час çÿрекен çынсемпе калаçатăн та — чылайăшĕ хăйсем паллашакан хайлавсем вĕсене пурнăçа лайăхрах ăнланма пулăшнине çирĕплетет. Ăсчах сăмахĕпе епле килĕшмĕн?
Комсомольски районĕн тĕп библиотекин ертÿçи Инна Ядрова та вулакансемпе калаçнă май çак шухăш тĕрĕссине пĕр хутчен кăна мар ĕненнĕ. «Кĕнеке патне пĕрмай алă тăсакан çын унта пурнăçри /иртни-и, хальхи-и, пуласси-и — пĕлтерĕшлех мар/ ÿкерчĕксене курнипе киленÿ илет», — терĕ вăл нумаях пулмасть тĕл пулсан. Республикăри районсенче, чăн та, Каçал енчи пек илемлĕ те ăшăлăхпа тулнă вулавăш — сайра. Пÿлĕмсем илемлĕ пулни лайăх-ха, библиотекăн ĕç-хĕлĕ еплерех-ши? Вулавăшăн яланхи тусĕсем валли çĕнĕ кĕнекесем çителĕклĕ килеççĕ-и?
Хальхи вăхăтра Комсомольски районĕнче — 16 вулавăш. Районти «Çĕр тата çынсем» таврапĕлÿ музейĕ те библиотека тытăмĕн уйрăмĕ шутланать. «Ялсенчи вулавăшсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр, тĕрлĕ мероприятие хутшăнассипе çыхăннă ыйтусене пĕрле сÿтсе яватпăр», — пĕр чăмăрта ĕçлеме çăмăлраххине çирĕплетрĕ Инна Петровна. Каçалсем «Чăваш Ен литератури» конкурса тăтăшах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă кăçалхи ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе республикăри пилĕк чи лайăх библиотека шутне кĕнĕ.
— Районти ача-пăча вулавăшĕ уйрăмах тухăçлă ĕçлет. Кунта ачасем йышлă çÿрени савăнтарать. Çакă мĕнрен килет? Тĕп вырăнта — кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем ачасене вулав культурине хăнăхтарма тăрăшни, каникулсенче вуламалли кĕнекесен списокĕпе тивĕçтерни, паллашнă хайлав тăрăх тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелесе ирттерни. Ача-пăчана вулавăш ĕçченĕсем тĕрлĕ кружокпа та илĕртеççĕ. Сăмахран, «Алă ăсти» темиçе çул ĕнтĕ ăнăçлă ĕçлесе пырать, — каласа кăтартрĕ И.Ядрова.
Пултарулăха аталантармалли кружок кашни вулавăшрах пур. Акă Кĕçĕн Çĕрпÿелте «Шанчăк» фольклор ушкăнĕ ăнăçлă аталанать.
Библиотека фондне тĕрлĕ мелпе пуянлатма тăрăшни сисĕнет. «XXI ĕмĕр библиотеки» конкурспа килĕшÿллĕн Комсомольскисем парне акцийĕ йĕркеленĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен çынсем фхутшăннă мероприятие.
— ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Петр Краснов чăннипех пысăк парнепе — вĕр-çĕнĕ 277 кĕнекепе — савăнтарчĕç, — пархатарлă пулăмсем ĕçлеме хавхалантарнине палăртрĕ Инна Петровна.
Районти тĕп библиотека çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче — çитĕннисемпе ĕçлекен пай. Паянхи кун вулавăша çÿрекен сахал тенипе килĕшмеççĕ кунта вăй хуракансем. Кĕнекери, хаçат-журналти информацие Интернет уçлăхĕнчи хыпар-хăнартан ытларах шанакан чылай иккен. Чăваш кĕнекисене вулама кăмăллакансен хушшинче çулланнă çынсем йышлăраххине палăртаççĕ.
Шкул ÿсĕмĕнчи ачасемшĕн вулавăш кĕнеке-журналпа тивĕçтерекен çурт кăна мар, урок тума меллĕ вырăн та: мĕнле литература кирлĕ — йăлтах алă айĕнче. Вулав залне вырнаçса лар та — никам та кансĕрлемест, телевизор тимлĕхе сирмест. Тата — вулавăша килнĕ çĕнĕ кĕнекене асăрхамасăр юлмăн. Меллĕ самантпа усă курса библиотекарьсем ачасене унпа паллаштараççех.
Ирина ПУШКИНА.
Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас