Интернет çамрăк ăрăва усала ан вĕренттĕр
Пурнăç тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа аталанать. Ун таппипе тан ĕлкĕрсе пыма та йывăр. Паянхи кун, сăмахран, Интернетпа пĕтĕм тĕнче усă курать. Темиçе çул каялла кăна эпир ун çинчен тĕлĕкре те тĕлленменнине ĕненес те килмест. Кибернетика лайăхран лайăх шая çĕкленсе пынине ырламалла, анчах... Тĕнчене карса илнĕ «эрешмен картин» сиенлĕ енĕсемпе кĕрешмесĕр те пурăнма май çук. Çапла, компьютер е информаци уçлăхĕллĕ урăх хатĕр хальлĕхе этемлĕхе усăллă хыпарсемпе кăна тивĕçтерме «вĕренсе» çитеймен-ха. Шăп çак сăлтав 2012 çулта пирĕн çĕршывра «Ачасене сывлăха тата аталанăва сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлесси çинчен» федераци саккунне вăя кĕртмешкĕн хистет. Çакăн хыççăн «информаци хăрушсăрлăхĕ» ăнлав çынсен пуплевне çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ.
Суйлама пĕлмелле
Çул çитменнисене сиенлĕ информацирен айккинче тăма хăнăхтарасси — ашшĕ-амăшĕн, тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕн, патшалăх органĕсен, саккуна сыхлакан тытăмсен, çыхăну компанийĕсен пĕрлехи ĕçĕ. Ыйту паян чăнах та çивĕччине çирĕплетекен сăлтав — хальхи вăхăтра ачасем телекурав е Интернет урлă информаци илме питĕ ир, пĕчĕкренех тытăнни. Раççейре 14 тултарман 10 миллион ача Интернетпа усă курать. Куллен тенĕ пек вĕсем социаллă тĕрлĕ сете кĕреççĕ, хăйсем çинчен мĕн те пулин пĕлтереççĕ. Çав вăхăтрах экран леш енче кам ларнине, вăл мĕнле шухăш-тĕллевлине пуçа илмеççĕ. Чылай чухне хăшĕ-пĕри виртуаллă тĕнчери «геройсене» чăн пурнăçри тантăшĕ-пĕлĕшĕнчен те ытларах чунне уçса пама хатĕр. Сăмах май, Интернет картин тыткăнне лекекенсенчен чылайăшĕ пурнăçра никампа та уççăн калаçсах каймасть, çывăх та шанчăклă тусĕ — çук. Хутшăну çителĕксĕрри хĕтĕртет те сеть серепине лекме.
Мĕнлерех информацие ача-пăчашăн, çул çитмен çамрăксемшĕн сиенлĕ тесе йышăннă-ха саккунра? Паллах, чи хăрушшисем – ачасен сывлăхне сиен кÿме е çынна пурнăçран уйрăласси патне çитерме пултараканнисем. Сиенлĕ йăлана /наркотик, пирус тата психотроплă ытти хутăш, алкоголь/ хăнăхма çул уçакан контент, чĕрчунсене е çынсене мăшкăл-нуша кăтартма, проституципе аппаланма хĕтĕртекен, çемье хаклăхĕсене хирĕçлекен информаци, намăс сăмахсемлĕ материал. Саккун ку е вăл информаци хăш ÿсĕм валли юрăхлине чикĕлет, Интернета кĕрессине йĕркелекен яваплă çыннăн информпродукта фильтрлас тивĕçĕсене, йĕркене пăснăшăн мĕнле явап тыттарассине те палăртать.
Чи яваплă хÿтĕлевçĕ — ашшĕ-амăшĕ
Шкул ачисен 90 проценчĕ Интернетпа усă курать. Вĕсенчен иккĕ виççĕмĕш пайне онлайнра чухне ашшĕ-амăшĕ сăнамасть. Эппин, ачана кирлĕ-кирлĕ мар сайтри материалпа паллашасран епле хÿтĕлемелле-ха? Тем тесен те, ашшĕ-амăшĕн тĕрĕслевĕнчен шанчăклăрах мел çук. Интернет-хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессин 63 процентне йышăнать вăл. Ашшĕ-амăшĕн 25 проценчĕ браузерта ятарлă программăсем суйласа илет. 12 проценчĕ компьютерта çырăннă материала шута илессине ача-пăча валли уйрăммăн йĕркелет /аслисем пăхакан файлсене кун пек чухне ача уçаймасть/.
Чăн та, çавăн пек тусан ача курмалла мар контента пăхаймĕ-и? Çирĕплетсе калама çук. Контент-фильтр, вируспа кĕрешекен программа пулни аван, анчах чи кирли — ачана хăйне сиенлĕ информацирен айккинче пулма вĕрентни. Интернета вырнаçтарни йăлтах тĕрĕс пулма пултараймасть, мĕн çырни-курнине çăмăллăнах ĕненмелле мар — çакна ачасене ашшĕ-амăшĕн ăнлантармалла. Киревсĕр информаципе хăçан та пулин çав-çавах ăнсăртран паллашма тивĕ — ачана ун пеккисем çинчен аслисене каласа кăтартма, яланах чуна уçма хăнăхтармалла.
Йĕркеллĕ, тăнăçлă çемьере, ашшĕ-амăшĕпе ачисем пĕр-пĕрне шанаççĕ пулсан хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси чылай ансатрах. Сыхланакана Турă та сыхлать теççĕ — ашшĕ-амăшĕ килте мар чухне ачана Интернета кĕме ирĕк парса мĕн-ма теветкелленмелле? Ку уйрăмах кĕçĕнрех ÿсĕмри ачасене пырса тивет.
Çул çитмен çамрăксене сетьри ресурссемпе ирĕклĕн усă курма чарасси, каларăмăр ĕнтĕ, сиенлĕ информаципе кĕрешесси кăна мар. Паян 13-15 çулсенчи ачасемпе çамрăксем, сăмахран, компьютера ашшĕ-амăшĕнчен те ытларах пĕлеççĕ. Çавăнпа çыхăну операторĕсем контентсене фильтрлас енĕпе тимлĕ ĕçлеме тивĕç. Интернета «тасатакан» мĕнпур операцие вĕсем компьютерта хăйĕнче мар, провайдер сетĕнче пурнăçлаççĕ.
Вăйăран вăкăр ан тухтăр
Интернет-провайдерсен яваплăхĕ чăннипех те пысăк. Экстремизмпа, ача-пăча порнографийĕпе, наркотиксемпе психотроплă япаласене сутлăхра саккунсăр çавăрттарассипе, çын пурнăçне сиенлекен тĕрлĕ пулăмпа çыхăннă ыйтусене тĕпченĕ чухне — пушшех.
Пĕлÿ паракан учрежденисенчи информаци йышăнма-сарма пултаракан техникăн фильтрацийĕшĕн Интернет-провайдерсемпе пĕрлех организацисен ертÿçисем яваплă. Çак ĕç мĕнле пурнăçланса пынине прокуратура тĕрĕслесех тăрать. Акă кăçалхи тĕрĕслевсенче йĕркене пăснă темиçе тĕслĕхе тупса палăртнă. Етĕрнери шкулсенчен пĕринче вĕренекенсем Интернет-ресурс урлă килти условисенче наркотик — амфетамин — епле хатĕрлемелли çинчен информаци илнĕ. Красноармейски, Муркаш, Çĕрпÿ, Йĕпреç районĕсенчи прокуратура ĕçченĕсем шкул ачисем информатика пÿлĕмĕнчи компьютертан экстремизмпа çыхăннă информацие «уçласа» илнине тупса çирĕплетнĕ. Представленисем çырнă хыççăн шкулсенче сиенлĕ çавнашкал информаципе тивĕçтерекен сайтсене ирĕккĕн кĕмелли майсене сирнĕ.
Раççейри экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх — çул çитмен çамрăксем преступлени тăвассин 30 проценчĕ телекурав е Интернет витĕмĕпе çыхăннă. Хăшпĕр тĕпчеве ĕненес тĕк — лару-тăру чăннипех сисчĕвлентерет: шкул ÿсĕмĕнче /парта хушшине ларнă самантран тытăнса шкулпа сывпуллашиччен/ ача телевизорпа тата компьютерпа çынна вĕлернине вăтамран 100 пин хут курать /компьютер вăййисен самай пысăк пайĕ çапăçу-тытăçу, çынна вĕлерессипе çыхăннă/. Телевизор е компьютер мониторĕ умĕнче талăкне виçĕ сехетрен кая мар ларакан шкул ачисен 45 проценчĕн тыткаларăшĕ япăх енне улшăнать — ун пеккисем час-часах хĕремесленсе каяççĕ.
«Ачасене сывлăха тата аталанăва сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлесси» саккунăн социаллă пĕлтерĕшĕ çавăнпа та питĕ пысăк. Этемлĕхе çавăрса илекен информаци авăрĕнче çитĕнекен ăрăва психологи енчен çирĕп те çут çанталăкпа килĕшÿллĕ аталантарса ÿстерме вăй-хал, ăс-тăн çитересчĕ пирĕн. Ачасене ырăлăх, тĕрĕслĕх, чыс XXI ĕмĕрте те хăйсен хаклăхне çухатманнине ĕнентерсе çын тума тăрăшасчĕ.
Ирина ПУШКИНА