Комментари хушас

1 Утă, 2016

Ачасем хÿтлĕхре, сывлăхлă ÿсчĕр

Кăтартусем япăх мар, çапах татса памалли ыйтусем пур

Чăваш Енре ачасем тĕлĕшпе тытса пыракан патшалăх политикине пурнăçласа чылай ĕç тăваççĕ. Вĕсене паха пĕлÿ парасси, медицина пулăшăвĕпе аякка каймасăр тивĕçтересси, социаллă хÿтлĕх кÿресси, право тĕлĕшĕнчен хÿтĕлесси — çак тата ытти ыйтупа çыхăннă вĕсем.

2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсемпе тумалли ĕçсен наци стратегине пурнăçлассипе ĕçлекен Координаци канашĕ палăртнине еплерех вăя кĕртнине, унăн усăлăхне тăтăшах тишкерет. Ĕнер иртнĕ ларура та канаш членĕсемшĕн ыйтусен никĕсĕнче пурнăçланă мероприятисен эффективлăх мониторингĕн кăтартăвĕсем пулчĕç.

Ларура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕ ача-пăча интересĕсемпе тума палăртнă ĕçсенчен чылайăшне тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пынине асăнчĕ. Юлашки 5 çулта кăна республикăра 45 ача сачĕ хăтлани, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче хушма 22,5 пин вырăн йĕркелени — вĕренÿ тытăмĕнче чылай çул çивĕч тăнă ыйтăва татса паниех. Михаил Васильевич малашлăхри тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ: пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан çĕнĕ 32 шкул çĕклесси, республикăри кадет шкулне уçасси, сĕтелçи теннисне тата ухăран перессине аталантарма хăтлă комплекс çĕклесси...

— Пирĕн республика пуласлăхĕ — çитĕнекен ăру аллинче. Çавна ăнланса хамăртан мĕн килнине йăлтах пурнăçлама тăрăшасчĕ. Хальхи çамрăк ăру çав тери хастар, пултаруллă. Вĕсен çак пахалăхĕсене аталантарма майсем тупмаллах, — тĕрлĕ пуçарăва уйрăм хуçалăхсемпе халăха та явăçтарма сĕнсе каларĕ Михаил Васильевич.

Наци стратегийĕ еплерех пурнăçланса пынине кăтартакан паянхи ÿкерчĕк çинчен вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Сапаркина, ытти ведомство ертÿçисем калаçрĕç.

Светлана Владимировна вĕренÿ тытăмĕ йĕркелесе пыракан чылай ыйту тĕлĕшпе лару-тăру лайăхланнине палăртрĕ. Сăмахран, тăлăх ачасен профилактикинче ачасене çемьесене вырнаçтарасси тĕпре пулнă май пирĕн республика — çĕршывра чи лайăх опытпа палăрса тăраканнисен шутĕнче. Сусăр ачасем сывă ачасемпе пĕр хутлăхрах пĕлÿ илессипе те кăтартусем федерацин Атăлçи округĕнче те, Раççей Федерацийĕн шайĕпе те начар мар. Мониторингăн тепĕр индикаторĕ — ачасене сывлăхшăн усăллă апат-çимĕçпе тăрантарасси. Ку енĕпе республикăри шкулсенче вĕри апатпа тивĕçтерессине аван йĕркеленĕ. Шкул ачисен 98 проценчĕ вĕри апат çиет — кăтарту хамăр регион кĕрекен округринчен те, Раççейринчен те /вăтамран 81 процент çапла майпа апатланать/ чылай лайăхрах.

Çитĕнекен ăрăва /5-18 çулсенчи ачасене шута илсен/ хушма пĕлÿ парассипе те лару-тăру Раççейри вăтам ÿкерчĕкрен япăх мар — вăл е ку ĕçе ачасен 62 процентне явăçтарма май килнĕ. Апла пулин те ыйту татăлнă теме çук. Акă Улатăрта кăçал ача-пăча пултарулăх центрне ÿнер шкулĕпе пĕрлештернĕ. Светлана Петрова палăртнă тăрăх — ыйтăва тĕплĕ тишкермелле. Михаил Игнатьевăн та ку тĕлĕшпе шухăшĕ çирĕп: ачасен пултарулăхне аталанма пулăшакан пур майсене пĕтерсе пымалла мар, хушма пĕлÿ организацийĕсенчи вырăнсене сахаллатмалла мар.

Алла Самойлова кăтартусене тарăннăн тишкернĕ май асăрхасах тăмалли икĕ ыйтăва пайăрлатрĕ: онкологи чирĕсемпе нушаланакан ачасен йышĕ ÿсни, çул çитменнисем тулаш сăлтавсемпе вилнĕ тĕслĕхсем Раççейри вăтам кăтартуран иртни. Усал шыçă тĕлĕшпе юлашки вăхăтра кăтарту япăхланни хальхи йышши оборудованисем диагноза чылай иртерех палăртма май панипе, тест меслечĕсем улшăннипе çыхăнма пултарнине палăртрĕ министр. Пĕтĕмĕшле вара сывлăх тытăмĕнче ачасем тĕлĕшпе лару-тăру аванах: медицина сăнавĕсем çул çитменнисен 87 проценчĕ сывлăхăн пĕрремĕш е иккĕмĕш ушкăнне кĕнине палăртаççĕ.

Координаци канашĕ наци стратегине муниципалитетсенче еплерех пурнăçланипе тăтăшах кăсăкланать. Ларура Канаш хулинче, Канаш районĕнче тата Патăрьел хутлăхĕнче ĕç-пуç мĕнлереххине тĕплĕ тишкерчĕç, çывăх вăхăтра татса памалли ыйтусене палăртса мерăсем йышăнчĕç.

Ирина ПУШКИНА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.