Комментари хушас

20 Çу, 2016

Андрей АЛЕКСАНДРОВ: Вăхăтпа тан утсан ăнăçу пулатех

Республикăн чи пысăк вĕренÿ заведенийĕ — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ — аталану тĕлĕшĕпе çултан-çул çĕнĕ ÿсĕмсем тăвать. 16 факультета, виçĕ филиала пĕрлештерекен аслă шкул 15 пин студента, 1 пин ытла преподавательпе сотруднике пĕр тĕвĕре тытать. Çамрăксем Раççейĕн 69 субъектĕнчен, тĕнчери 40 çĕршывран аслă пĕлÿ илме килеççĕ кунта. Çакнашкал пысăк йыша Андрей Юрьевич АЛЕКСАНДРОВ ректор виççĕмĕш çул ăнăçлă ертсе пырать.

Çур ĕмĕре яхăн каялла йĕркеленнĕ аслă шкул паянхи çитĕнĕвĕсем мĕнпе çыхăннă-ха? Вĕренме кĕрес шухăшлă çамрăксене вăл мĕнпе илĕртме пултарать? ЧПУ выпускникĕсене республикăра, унăн тулашĕнче хаклаççĕ-и? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне шыраса Андрей Юрьевичпа куçа-куçăн тĕл пултăмăр.

— Пирĕн тĕлпулу, Андрей Юрьевич, сире хăвăра пырса тивекен ырă сăлтавпа та çыхăннине пытармăпăр: илемлĕ çу уйăхĕнче эсир тĕнчене килнĕренпе çур ĕмĕр çитет. Пурнăçăн çак тапхăрĕнчен çурри ытла Чăваш патшалăх университечĕпе çыхăннă. Студент çулĕсем, преподавательте ĕçлени, ректор тилхепине алла тытни... Хăвăр суйласа илнĕ аслă шкула чунпа парăннă пулас эсир.

— Чăннипех те, университет маншăн чи çывăх, тăван вуз. Унпа манăн çамрăклăхăм çыхăннă. Кунта истори-филологи факультетĕнче вĕреннĕ май пурнăçра пĕлтерĕшлĕ хаклăхсене ăса хывнă. Кунтах пулас мăшăрăмпа паллашнă, пурнăçри çывăх юлташсене тупнă. Лайăх преподавательсем пулнă пирĕн — професси пĕлĕвĕсĕр пуçне çынна пĕтĕмĕшле аталанма кирлĕ никĕссене вĕрентнĕ. Чăн та, паян хăшĕ-пĕри пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, вĕсен ырă сăнарĕ вара чĕререх.

ЧПУ яланах хăйĕн ырă йăлисемпе палăрса тăнă. Çав вăхăтрах вăл вĕренÿпе ăслăлăх хутлăхĕнчи çĕнĕлĕхсене çийĕнчех хута ярать. Абитуриентсемшĕн пирĕн вуз нумай профильлĕ пулнипе кăсăклă: кунта медицина, техника, гуманитари, ытти енĕпе аслă пĕлÿ илме май пур. Специальноç та нумай. Вĕсене алла илме — лаборатори никĕсĕ пуян, квалификациллĕ преподавательсем çителĕклĕ.

— Вĕренÿ заведенийĕсем обществăна ăста кадрсемпе тивĕçтерессишĕн ĕçлеççĕ. Çак тĕллеве пурнăçлама шкулсем, аслă вĕренÿ заведенийĕсем тата предприятисем пĕр çыхăра пулни кирлĕ. Эсир ертсе пыракан аслă шкул партнер хутшăнăвĕсене йĕркеленĕ-и?

— Паллах. Шкулсемпе туслă çыхăну тытни, сăмахран, «Пĕчĕк физмат» йышши предмет кружокĕсене пуçарнинченех курăнать. Ачасем валли те, вĕрентекенсем валли те курссем ирттеретпĕр — пĕр-пĕр профессие анлăрах пĕлме май параççĕ вĕсем. Ку вĕренÿ çулĕнче «Университет шăматкунĕсем» проект ăнăçлă хута кайрĕ. Эпир çыхăнусем йĕркеленипех юлашки çулсенче шкул ачисем тĕрлĕ предприятире час-часах /тăватă хут ытларах/ пулса курма тытăнчĕç.

— Çапах хăшпĕр выпускникшăн ĕçе пуçăнмалли самант çитсен кăткăслăхсем сиксе тухаççех-тĕр.

— Пурнăçра тĕрлĕ çыннăн тĕрлĕ лару-тăрăва лекме тивет. Паллах, ĕç енĕпе мĕнпур йывăрлăха сирме аслă шкул пултараймасть. Анчах хатĕр диплом усăлăхĕшĕн эпир те хамăрăн тÿпене хыватпăр. Предприятисемпе хывнă туслăх кĕперĕ пирĕн студентсене вăл е ку профессие вĕреннĕ вăхăтрах хăнăхма май парать.

— Практика тĕлĕшпе йăлтах ăнлантăмăр. Анчах аслă шкул ят-сумĕ ăслăлăх-тĕпчеври çитĕнÿсемсĕр çÿллĕ шайра пулаймĕ.

— 2015 çул пирĕн вузшăн ку енĕпе çав тери тухăçлă пулчĕ. Пуçласа Раççей патшалăх ăслăлăх фончĕн сумлă грантне /22,5 млн тенкĕ/ çĕнсе илтĕмĕр. Кунашкаллине хальччен республикăри пĕр аслă шкул та тивĕçмен. Хамăрăн çамрăк ăсчахсен çитĕнĕвĕсемпе те мăнаçланатпăр: вĕсен пысăк шайри тĕплĕ тĕпчевĕсем РГНФ грантне илме май пачĕç. Пĕтĕмĕшле Раççей патшалăх наука фончĕн гранчĕсене çĕнсе илессипе 13 вырăна тухни пирĕншĕн — пысăк çитĕнÿ.

Студентсем те ăслăлăх ĕçĕнче çулсерен хастарлăх кăтартаççĕ. Республика, Раççей шайĕнче конференцисем, тĕрлĕ фестиваль, семинар, «çавра сĕтел», конкурс иртет-и — альма-матер студенчĕсем яланах пуçаруллă. Çĕршыв, тĕнче анлăшĕпе йĕркелекен ăмăртусенче те çĕнтереççĕ, вĕсем те грантсене тивĕçеççĕ.

— Раççейре аслă шкулсен ĕç-хĕл усăлăхĕн мониторингне ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Унăн кăтартăвĕсемпе Чăваш патшалăх университечĕ çуллен тухăçлисен шутĕнче. Эффективлă вуз пулма мĕнле кăтартусем май параççĕ-ха?

— Мониторинг 7 тĕрлĕ кăтарту тăрăх иртет. Ăслăлăхри çитĕнÿсем, вĕренме кĕнĕ чухнехи вăтам балл, профессорсемпе преподавательсен шалăвĕ, ют çĕршывран килнĕ студентсен йышĕ — çак тата ытти енĕпе палăртнинчен каярах пулмалла мар плансене тултармалла. Абитуриентсен ППЭри вăтам кăтартăвĕ 60 балран кая мар. Чикĕ леш енчен килнĕ студентсем вĕренекенсен мĕнпур йышĕн пĕр процентĕнчен кая пулмалла мар та — пирĕн вĕсем темиçе хут ытларах. Тĕнчери кăткăс лару-тăрăва пăхмасăр вĕсем халĕ хальчченхинчен тата 100 çын ытларах.

— Чăваш Ен мĕнпе илĕртет-ха «юттисене»?

— Пирĕн республика общество тĕлĕшпе те, политика енчен те лăпкă территори. Географи вырăнĕ аван. Паллах, куллен кирлĕ таварсен хакĕсене пăхсан та Чăваш Ен кĕсьене çав тери çÿхетекен регион тееймĕн.

Сăмах май, чикĕ леш енчи студентсемпе ĕçлесси çăмăлах мар. Вĕсене пирĕн çĕршыв, хамăрăн университет йĕркине хăнăхтарассипе нумай вăй хума тивет. Ку енĕпе республикăри вузсен хушшинче ЧПУ чăннипех пысăк опытпа палăрса тăрать.

— Калаçу каллех студентсем патне çаврăнса тухрĕ те — вĕренÿсĕр пуçне мĕнпе ап­паланаççĕ, канăвне мĕнле йĕркелеççĕ-ха çам­рăксем?

— Студент пурнăçĕ тĕрлĕ мероприятипе яланах пуян пулнă, халĕ те çаплах. Университетăн çирĕпленнĕ йăлисем çинчен паçăр каларăм. Хавхалану кÿрекен хăшпĕр проект 20-30 çул ĕнтĕ хăйĕн техĕмне çухатмасть. «Алло, эпир талантсене шыратпăр», «Студентсен çуркунни», «КВН»... Вĕсене аслă шкул витĕр тухнисенчен кам астумасть? Вĕсем пирĕн ăрăва та, паянхи студентсене те, пулассисене те пĕтĕçтерекеннисем. Нумаях пулмасть пирĕн студентсемпе «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» вăйă ертÿçи Андрей Блинов тĕл пулчĕ, мастер-класс ирттерчĕ. Çакнашкал самантсем пурнăçра яланлăхах асра юлаççĕ, тавракурăма анлăлатакан тĕрлĕ ăмăртăва хастар хутшăнма хавхалантараççĕ.

Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса пурăнма хăнăхтарасси — воспитани тĕллевĕсенчен пĕри. Университет хăйĕн вăйĕпе республикăри хĕрарăмсен баскетбол командине тытса тăрать. Хоккей ушкăнĕ хальччен пулман та — ăна та йĕркелесе яма май тупрăмăр. Волейболла вылякан хĕрсен команди хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе час-час савăнтарать. Тин кăна республикăра Студентсен спорчĕн фестивалĕ иртрĕ. Унта хутшăннă 7 вуз хушшинче пирĕн студентсен ушкăнĕ тĕп Кубока çĕнсе илме пултарни — пысăк чыс.

— Университетра çĕршывра чапа тухнă çынсемпе тĕлпулусем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунă «çăлтăрсем» студентсен пурнăçĕнче кăна мар, сирĕннинче те ырă йĕр хăвараççĕ-тĕр. Кампа куçа-куçăн калаçсан чунпа хăпартланнине астăватăр?

— Ун пекки чылай пулнă. Никита Михалков, Леонид Якубович, Святослав Федоров, Андриян Николаев... Владимир Путинпа, шел, сăмах хушма ĕлкĕреймерĕмĕр, анчах вăл студентсемпе ăшшăн калаçнине сăнама май килнĕшĕн хĕпĕртенĕччĕ. Асăннă паллă çынсем — чунпа вăйлă та çирĕп. Тĕнче чемпионĕпе Анатолий Карпов шахматистпа калаçни асрах. Мĕн тери ăслă, çав вăхăтрах мĕн тери сăпайлă, ăшпиллĕ вăл! Çынна итлеме пĕлет, ыйтусене чунтан хуравлать. Геннадий Айхипе инçе çула кĕскетме тÿр килнĕччĕ тата. Хăйĕн тыткаларăшĕпе — мĕнпур чăвашшăн чăн тĕслĕх: питĕ сăпайлă. Халăхăмăрăн ăсĕ çавăн пек тĕрлĕ енпе пултаруллă ентешсенче курăнать те. Çак тата ытти нумай талантлă çынпа калаçни чăннипех чунпа пуянланма витĕм кÿрет.

— Халь каланинченех уççăн курăнать: эсир — хăвăр пурăнакан хутлăх патриочĕ. Çавна май тепĕр ыйту çуралать. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ», вырăсла çыракан «Пĕрлехи диктант», «Географи диктанчĕ» проектсене университет ят-сумне çĕклес тĕллевпе ирттеретĕр-и е?..

— Анлă асăннă проектсене йĕркелесе ирттерме çăмăлах мар. Апла пулин те вĕсене университет территорийĕнче никам хистенипе те мар, хамăрăн кăмăлпа пуçаратпăр. Çийĕнчен ĕçсене тĕрĕслеме хамăрăн кадрсене явăçтаратпăр. Массăллă акцисене çултан-çул çын ытларах хутшăнать. Эппин, çынсем пур енлĕ культурăллă пулма ăнтăлаççĕ. Паллах, кунашкал проектсем абитуриентсене илентерме те пулăшаççĕ. Акцие хутшăнакансем обществăн чăн патриочĕсем пулни вара иккĕлентермест те.

— Республика ертÿлĕхĕ кун йĕркинчен кăларман ыйтусенчен пĕри — çамрăксемпе профориентаци ĕçне ирттересси. Ку енĕпе те пуçаруллă эсир. Тĕлпулусем йĕркелени хăйĕн «çимĕçне» парать-и?

— Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви, Ректорсен канашĕ /А.Александров — унăн председателĕ. — Авт./ ертсе пынипе «Вузсен районсенчи кунĕсем» иртеççĕ. Маларах палăртнă кун кăçал шкул пĕтерекенсем районти пур ялтан центрти пĕр-пĕр шкула е культура çуртне пухăнаççĕ. Аслă шкул представителĕсем пушă алăпа çÿремеççĕ тĕлпулусене — видеофильмсем, пичет продукцийĕ кашнин пур. Кама мĕнле ыйту кăсăклантарать — çийĕнчех хурав илме май пур. Çакă паха та. Аслă шкулсем пĕр-пĕриншĕн конкурент пулни чăрмантарать тесе калас — кашниех чыслă, тĕрĕс информацие тĕпе хурса ĕçлет.

— Çывăх вăхăтра университетра мĕнле те пулин улшăну пулĕ-и?

— Вĕрентĕвĕн иккĕмĕш шайне — магистратурăна — тĕрлĕ профильпе йĕркелесе ярас тĕллевпе ĕçлетпĕр. Юридици, экономика, строительство, хими хутлăхĕсенче пур кунашкал вĕрентÿ. Çывăх вăхăтра истори, машиностроени енĕпе магистрсене хатĕрлеме лицензи илмелле.

— Республикăшăн пĕлтерĕшлĕ аслă шкул шутланнă май вырăнти правительство тĕрлĕ пуçарăва пурнăçа кĕртме пулăшать-и?

— Унсăрăн эпир аталану тĕлĕшпе хальхи шая çитеймен пулăттăмăр. Пĕрлехи курăмлă ĕçсем куç умĕнчех: Çамрăксен инноваци пултарулăхĕн центрĕ, Чăваш Республикин машиностроени тытăмĕнчи инноваци ĕçĕсен прототипировани центрĕ хута кайрĕç. Халĕ акă «Единая Россия» парти, федераци тата республика вĕренÿ ведомствисем пулăшнипе бассейн тума тытăнасшăн. Унăн проекчĕ хальлĕхе экспертизăра. Университет корпусĕсене, общежитисене тĕпрен юсасси çинчен те манмастпăр. Факультетсен лабораторийĕсене хальхи йышши оборудованипе пуянлатасси те планрах. Ăслăлăх вĕрентĕвĕ валли кирлĕ хатĕрсем кăна 2016 çулта 25 миллион тенкĕлĕх туянма палăртнă.

— Вулакана сирĕн çемье, чун киленĕçĕ çинчен пĕлме те кăсăклă пулĕ.

— Мăшăрăмпа Надежда Геннадьевнăпа студент чухнех паллашса çемье çавăрнă. Ывăлпа хĕршĕн тĕслĕх ашшĕпе амăшĕ пулма тăрăшатпăр. Хĕр аслă пĕлÿ илнĕ ĕнтĕ, ĕçлет. Ывăл шкулта вĕренет. Ĕç чылай вăхăта туртса илет пулин те çемьепе уçă сывлăшра, спорт вăййисемпе айкашса канма юрататпăр. Паллах, лайăх кĕнекене алла тытма май тупатăпах. Çула тухсан та пулин.

— Иртнĕ вăхăта тепĕр хут таврăнма май пулас-тăк...

— Принцип тĕлĕшĕнчен нимĕн те улăштармастăм. Паянхи пурнăç опытне кура хăшпĕр тапхăрта вăхăтпа перекетлĕрех усă курнă пулăттăм çеç. Л.Кэролл ăслă калани — тĕрĕсех: «Хальхи вырăнтах пулас тесен — мĕн пур вăйран чупмалла».

— Андрей Юрьевич, ĕçлĕ пулнине пăхмасăр пирĕнпе калаçма вăхăт уйăрнишĕн тав. Малашнехи пурнăçра хăвăра, эсир ертсе пыракан пысăк коллектива ăнăçу сунатпăр.

Ирина ПУШКИНА калаçнă

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.