Ирина КОШКИНА

29 Авăн, 2016

Ферма витине юхăнтарман

Чылай çамрăк пысăк шалу шыраса хулана çул тытать. Анчах ялта та укçа ĕçлесе илмешкĕн май пур. Çĕрпÿ районĕнчи Вĕрмерте пурăнакан Александровсем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ĕçĕ çăмăл мар пулин те вăл самай тупăш кÿрет.

25 Çурла, 2016

Хăй пĕçернĕ пылака çимен

«Чăн-чăн ăста хатĕрленĕ манна пăтти те пысăк кухня апачĕ шутланать», — тенĕ пĕр çын. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ тутлă пĕçерме пултарать. Анчах профессионал шайне çитекен сахал. Чăн-чăн ăстасем пĕр çимĕçрен вун-вун апат хатĕрлеме пултараççĕ.

25 Çурла, 2016

«Кастрюльти яшкана та тĕрĕслерĕç»

Çурлан 17-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнчи Напольное салинче пĕр хуçалăхра 4 уйăхри сысна çури вилнĕ. Вырăна ветеринарсем тÿрех çитнĕ, лабораторие илсе каймашкăн выльăхăн юнĕпе ашне илнĕ. Сысна Африка мурĕпе чирлине Владимир облаçĕнчи Покров хулинче ирттернĕ тĕпчев çирĕплетнĕ. Çак чрезвычайлă лару-тăру тавра калаçмашкăн Шупашкарта çеç мар, республикăн тĕрлĕ районĕнче те тĕлпулусем йĕркеленĕ. Напольное салинче — карантин, яла кĕрекен-тухакан кашни автомашинăна тĕрĕслеме тытăннă.

18 Çурла, 2016

«Атте-анне апатланнă чухне пире çăкăр та памастчĕ»

«Ача ÿстересси — вăйă мар», — тенĕ ваттисем. Унран çĕршыва юрăхлă çын тума мĕн чухлĕ вăй-хăват кирлĕ. Ют çыннăн ачине ура çине тăратасси вара — уйрăм калаçу. Ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр тăрса юлнăскере тăван тĕпренчĕк пекех çитĕнтерме кашниех пултараймасть.

11 Çурла, 2016

Курортри пек кунта: хырлăх, хурăнлăх...

Шăтăк-путăксăр асфальт çулпа утса ялпа киленнĕ май Вăрмар районĕнчи Ичеснер Атайкассинче 50-а яхăн çын çеç пурăннине ĕненес килмерĕ. Икĕ урамлă çак ялта çурт чылай: киввисен çумĕнче çĕннисем, капмаррисем, çĕкленнĕ. Вĕсен шучĕ нумай пулин те 22-шĕнче çеç каçхине çутă çутаççĕ.

Pages