- Чăвашла верси
- Русская версия
«Атте-анне апатланнă чухне пире çăкăр та памастчĕ»
«Ача ÿстересси — вăйă мар», — тенĕ ваттисем. Унран çĕршыва юрăхлă çын тума мĕн чухлĕ вăй-хăват кирлĕ. Ют çыннăн ачине ура çине тăратасси вара — уйрăм калаçу. Ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр тăрса юлнăскере тăван тĕпренчĕк пекех çитĕнтерме кашниех пултараймасть. Тăлăх чуна çемье ăшши парнелекенсем ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ, ырă ĕç тăваççĕ. Элĕк районĕнчи Анаткас Сурăмра пурăнакан Павловсем 7 ачана опекăна илнĕ. Кил ăшшин управçипе Ираида Анатольевнăпа калаçнă май вăл Çĕр çине чăннипех те амăшĕ пулма çуралнине ăнлантăм. «Паянхи кун Диана çут тĕнчене килнĕ. Çурла уйăхĕнче виçĕ тĕпренчĕкĕн çуралнă кунне паллă тăватпăр. Каçхине шашлăк, купат ăшалама палăртрăмăр. Хĕрачасем халĕ тутлă апат-çимĕç хатĕрлеççĕ», — терĕ кÿршĕ ялти Шуркасси Юнтапари пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕнче тăрăшакан Ираида Павлова. Унăн йăмăкĕн ачисем Катьăпа Влад та килнĕ. Çемье шăпăрлансем валли чăн-чăн уяв тума палăртнă.
«Алăка уçманран урамрах çывăртăмăр»
Вăрмар районĕнчи Шăплат ялĕнче çуралса ÿснĕ Ираида Анатольевна çак яла ăнсăртран лекнĕ. Медик Элĕк районне направленипе ĕçе вырнаçма килнĕ. Вăл Анаткас Сурăмра пурăннă, çак ял каччипе Павел Павловпа çемье çавăрнă. Мăшăр икĕ ачана — Сергейпа Оксанăна — кун çути кăтартнă. Вĕсен пепке усрава илес шухăш епле çуралнă-ха?
— Ун чухне Сергей салтакраччĕ, Оксана 10-мĕш класра вĕренетчĕ. Йăмăкăм Таня ĕç квалификацине ÿстерес тĕллевпе 2 уйăхлăха Шупашкара çул тытрĕ. Ачине Катьăна, 4 çултискере, ман пата килсе ячĕç. Пĕчĕкскер мана хăнăхрĕ, «анне» теме тытăнчĕ. Вăл кайсан килте ача сасси янăрама пăрахрĕ. Аттене: «Катя çук та пепке кирлине туятăп», — терĕм. Çывăх çыннăм ача çуртне кайма сĕнчĕ. Çын ачине пăхаймастăп пуль тесе шухăшлаттăм. Атте интерната шăнкăравларĕ, ăна Канашра пĕр хĕрача пуррине пĕлтерчĕç, — иртнине аса илчĕ 49 çулти хĕрарăм.
Ираида Анатольевна унта тепĕр кунхинех вĕçтернĕ. Ун умне сарă çÿçлĕ хĕрача тухса тăнă. Ăна пĕрле илсе каймасăр епле чăтăн-ха? 4 çулти Аня унăн кăмăлне кайнă. Пĕчĕк Аньăн çывăх çыннине амăшĕн правинчен хăтарман пулин те хĕрачана вăхăтлăха çемьене илсе кайма ирĕк панă. Савăннă ача çул çинче чĕкеç пек пĕр чарăнми чĕвĕлтетнĕ.
— Вăл маншăн юлташ пек. Ăна ытарса пĕтереймерĕм. Мана тÿрех «анне» теме тытăнчĕ. Çемçе тетте темĕн чухлĕ туянтăмăр. Киле çитсенех апатланма вырнаçрăмăр. Сĕтел çинче — çĕрулми, тăварланă купăста. Яшка антартăм, какай хурса патăм. Аня какай мĕнне те пĕлмен. Йывăр пурнăçне чылайччен аса илчĕ. «Килте çимелли нимĕн те çукчĕ. Аттепе анне апат çиетчĕç, пире вара çăкăр татăкĕ те памастчĕç. Хăйсем кравать çинче çывăратчĕç, эпир — урайĕнче. Питĕ сивĕччĕ», — тетчĕ. Ашшĕпе амăшĕ патне ĕçкĕçсем пуçтарăнсан виçĕ пĕртăванĕпе пĕрле урама тухса кайнине каласа кăтартрĕ. «Çÿресен-çÿресен тĕттĕмленчĕ. Хырăм выçă, çăвара курăк хыпрăмăр. Хваттер алăкĕнчен темĕн чухлĕ шаккасан та уçмарĕç, çавăнпа урамрах çывăрма выртрăмăр. Вăрантăмăр та — мĕн тери ăшă!» — аса илетчĕ Аня. Ун чухне вĕсене урамра йĕрке хуралçисем тупнă та ача çуртне леçнĕ. Вĕсем унтан киле текех таврăнмасса пĕлтернĕ. Кайран Аня урама тухмассерен: «Анне, мана чуччупа ярăнтар-ха», — тетчĕ. Манăн вара ĕçе каймалла. Пурăна киле Аня валли пĕчĕк тус кирлине ăнлантăмăр, — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Кил хуçи арăмĕ ача çуртне тепĕр хут шăнкăравланă. Тепĕр 10 уйăхран, 2006 çулхи раштавра, çемьене 3 çулти Саша килнĕ.
— Амăшĕ ăна ача çуратмалли çуртрах пăрахса хăварнă. Пурăна киле хĕрачана пĕр çемье опекăна илнĕ, анчах пăхайманнипе каялла тавăрса панă. Ăна курмашкăн Аньăпа пĕрле кайрăмăр. «Эсĕ мĕн ятлă?» — тесе ыйтсан хурав нумай кĕттермерĕ: Шура ятлине пĕлтерчĕ. Вăл питĕ шухăччĕ. Аня пĕр шит уйрăлмасăр ун хыççăн утрĕ. «Сашăна илсе каймастпăр пулĕ», — терĕм. Аня ÿкĕтленипе ăна опекăна илтĕмĕр. Саша хăй мĕн хăтланнине ăнланмастчĕ. Обойсене хăйпăтатчĕ, чечек савăчĕсене çавăрса çапатчĕ. Итлеттерме йывăрччĕ. «Канфет паратăп», — тесен те лăпланмастчĕ. Хытă çăкăр çеç çиме кăмăллатчĕ. Ахăртнех, вăл интернатра ăна çеç çинĕ, — малалла калаçрĕ амăшĕ.
Мăшăра Сашăна çитĕнтерме çăмăл пулман. Аня амăшне ун патне кĕвĕçнĕ. Пурăна киле Саша ашшĕне хăнăхнă, лайăх енне улшăннă. Çулталăкран Павловсем патне ача çуртĕнчен шăнкăравланă: «Килĕр-ха, кунта пĕр хĕрача пур», — тенĕ леш енчи сасă.
Выçнипе балконран тарнă
Кĕтмен шăнкăрав кил ăшшин управçине шухăша янă. Ахаль те икĕ пĕчĕк ачана ура çине тăратма çăмăл мар. «Виççĕмĕшĕпе мĕнле пулĕ-ши?» — шухăшланă вĕсем. Интернатра ĕçлекен хĕрарăм хĕрача амăшĕсĕр тăрса юлнине, кукамăшĕпе пурăннă хыççăн ача çуртне лекнине каласа кăтартнă. Кинемей пĕчĕкскере эрни-эрнипех шкула яман. «Эпĕ сире лайăх пĕлетĕп, Аньăна сире çеç шанас килет. Килсе пăхăр-ха, пĕчĕкскере шел», — тенĕ специалист.
— Ăна татăклă хурав параймарăм, килтисемпе канашлама шантартăм. Мăшăрăм виççĕмĕшне çитĕнтерме тата йывăр пулассине пĕлтерчĕ. Хĕрĕм Оксана çине тăчĕ: «Мана юлташ кирлĕ», — терĕ. Ахăртнех, эпир ăна мар, пĕчĕккисемпе ытларах хутшăнни ăна кăштах кÿрентернĕ пулмалла, — çакă мăшăра тепĕр ача опекăна илме хĕтĕртнĕ.
Çемье тепĕр кунхинех Канаша кайнă. Оксана та вĕсенчен юлман. Вăл 2-мĕш класра вĕренекен Аньăна /ăна кайран Анюта теме тытăннă/ курсан аллинчен тытнă та текех вĕçертмен.
— Анюта хырăмĕ выçнипе кукамăшĕ патĕнчен балконран тухса тарнине каласа кăтартрĕ. Килĕнче кран ĕçлеменрен çăвăнайман вăл. Шкулта начар вĕренетчĕ, пĕр сăмахра темиçе йăнăш тăватчĕ. Унпа Оксана ларчĕ. Кăçал вăл 11-мĕш класран ылтăн медальпе тухрĕ, Хусанти пĕр аслă шкула вĕренме кĕчĕ, — каласа кăтартрĕ Ираида Павлова.
Павловсем мĕншĕн арçын ачасене çемьене илмен-ха? Ираида Анатольевна каланă тăрăх, вĕсене çитĕнтерме йывăр пулассине туйнă. Хĕрсене вăл тирпейлĕхе вĕрентме тăрăшнă. «Паян тумалли ĕçе ырана ан хăварăр», — тенĕ яланах. Часах Анюта урăх хулана вĕренме кайĕ. Вăл кукамăшĕ патне çÿреме юратмасть. Лешĕ ăна хăйĕн хваттерĕнче пропискăна тăратнă. Кукамăшĕ Павловсем патне темиçе хут килнĕ, анчах мăнукĕ унпа калаçасшăн пулман.
Çемьене каллех интернатран шăнкăравланă. Анчах Павловсем виçĕ пепкепе çырлахма калаçса татăлнă. Пурăна киле Ираида Анатольевнăн йăмăкĕ Оля та ача усрава илме шухăшланă.
— Ольăна 5 çулти ача тупса пачĕç. Тин çеç çурални çинчен ĕмĕтленетчĕ вăл, çавăнпа илсе кайма килĕшмерĕ. Ăна ялти юлташăма илме сĕнтĕм. Лильăна хамăнни пекех юрататăп. Ăна курса каллех ача опекăна илес килчĕ. Ачасем çитĕнсен вĕсен япалисене ялти сахал тупăшлă çемьесене патăмăр. Ара, тепĕр шăпăрлан илесси пирки шухăшламан-çке, — ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр тăрса юлнăскере питĕ хĕрхеннĕ вăл.
Опекăпа попечительлĕх органĕнчен Павловсем патне каллех шăнкăравланă. «Пĕчĕк ача çук. Пĕр хĕрачана, 6-мĕш класра вĕренекенскере, çемьене вырнаçтармалла», — тесен Ираида Анатольевна хăраса ÿкнĕ. Çитĕннĕскерпе епле пĕр чĕлхе тупмалла? Виçĕ ачана амăшĕн ăшшине парнеленĕ хĕрарăм хирĕçленĕ пулин те тепĕр кунхине çула тухнă.
— Викăна малтан сăнÿкерчĕкре куртăм. Питĕ килĕшрĕ. Пÿлĕме кĕрсен ман ума çÿллĕ хĕрача тухрĕ. Ăна манпа пĕрле ярасшăнччĕ. Çулне кура мар пысăкскер ирĕке хăнăхни палăрчĕ. Хăлхине наушник чиксе пĕрмай музыка итлерĕ. Çул çинче манпа пĕр сăмах та хушмарĕ. Киле çитсен те никампа та калаçмарĕ. Çывăрма выртсан вăл Аньăна: «Эпĕ кунтан çав-çавах таратăп», — тенĕ. Шкула кайма тытăнчĕ. Вика хушма-кăларма та пĕлместчĕ. «Эсĕ хальччен мĕнле вĕреннĕ?» — ыйтрăм унран. «Калькуляторпа», — пулчĕ хурав. Уроксене пĕрле хатĕрленме тĕллев лартрăмăр. Урок тума ларсан наушникне хăлхинчен кăлармастчĕ. «Хĕрĕм, кун пек мĕнле вĕренĕн-ха?» — теттĕм. «Эпĕ кун пек хăнăхнă», — тесе кăшкăратчĕ, — аса илчĕ хĕрарăм.
Вика хăйне асăрхаттарсан яланах çавăн пек хуравланă. Хăйне мĕн килĕшмен — тÿрех каланă. Шкула каймашкăн çĕнĕ пушмак илсе ĕлкĕрейменрен Ираида Анатольевна ăна Аньăнне тăхăнма сĕннĕ. «Манран кулатăр-им? Пурте хитрине тăхăнаççĕ», — тенĕ, лайăх пушмак памасан шкула каймассипе хăратнă. Хĕрача чÿк уйăхĕнче çара пуçăн çÿренĕ, çавăнпа пĕрмай ÿсĕрнĕ. Ираида Анатольевна ăна çапла каланă: «Сана кунта килĕшмест тĕк каялла ача çуртне кайăпăр. Сана вăйпа тытса тăмастпăр». Павловсем патĕнче виçĕ кун пурăнсан хĕрача хăйне кичем пулнине пĕлтернĕ. «Халĕ каçхи 9 сехет çитет, эпĕ вара урок туса пĕтермен. Пирĕн çак вăхăтра ташă каçĕсем пулатчĕç», — тесе нăйкăшнă вăл. «Эсĕ пире итлеместĕн, çавăнпа каялла ача çуртне кайăпăр», — тенĕ хĕрарăм. «Çук, каймастăп! Темĕнле çемьене лекĕп-ха. Эпĕ сире хăнăхрăм!» — кăшкăрнă хайхискер. Çав кунранпа вăл Ираида Анатольевнăна «анне» теме тытăннă.
«Киличчен пыйтă вĕлертĕм»
Павловсем опекăна илнĕ тăватă ачапа пурăнма тытăннă кăна — килĕнче каллех шăнкăрав янăранă. Хальхинче вĕсене Çĕнĕ Шупашкарти Аннăна, 2-мĕш класра вĕренекенскере, çемьене йышăнма сĕннĕ.
— Амăшĕ ăна лайăх пăхман. Малтанах хĕрача пире сивĕ куçпа сăнатчĕ. Амăшĕ пăрахса хăварсан вăл халăх йышлă сутакан вырăнта çÿренĕ, апат-çимĕç парасса кĕтнĕ. Пирĕн пата килсен: «Манăн хальччен 5 атте пулнă, эсĕ — 6-мĕш», — терĕ мăшăрăма курсан, — 4-мĕш класа куçнă хĕрача пирки калаçрĕ Ираида Анатольевна.
Пĕлтĕр, çурла уйăхĕн юлашки кунĕсенче, çемье илтме хăнăхнă шăнкăрав каллех янăранă. Хальхинче мăшăра çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 5-мĕш класа каякан Дианăна илсе кайма ыйтнă.
— Диана ĕмĕрĕпех пирĕн патра пурăннăн туйăнчĕ, тÿрех «атте-анне» теме тытăнчĕ. Унпа йывăрлăхсем пулмарĕç. Анчах пуçĕ кĕçĕтнипе нушаланчĕ. «Эпĕ сирĕн пата киличчен пыйтă вĕлернĕччĕ», — терĕ вăл мана. Хăй пыйтлине никама та каламан, — çемьене килнĕ «çĕнĕ кайăк» пирки калаçрĕ Ираида Павлова. Ача опекăна илмессерен вăл сăнÿкерчĕксен альбомне хатĕрленĕ. «Акă пирĕн хĕр пĕрчи тупăнчĕ», — çак сăмахсемпе пуçланă кашни альбома.
Ираида Анатольевна пĕчĕк хĕрача пирки ĕмĕтленнĕ. Тахçантанпа кĕтнĕ самант кăçал утăн 12-мĕшĕнче çитнĕ. Ун чухне Павловсем 3 çулти Надеждăн ашшĕпе амăшĕ пулса тăнă.
— Пирĕн ăна пурнăç çулĕ çине тăратмалла, — пысăк телейне ытараймасăр калаçрĕ амăшĕ. — Надьăна пурте юратаççĕ, алăран ямаççĕ. Нумаях пулмасть ачасемпе санаторие канма кайрăмăр.
Павловсем хăйсем патĕнче хÿтлĕх тупнă кашни ачана тĕне кĕртнĕ. Хальлĕхе пĕчĕккин çеç хреснамăшĕпе хреснашшĕ çук.
— Йывăр шăпаллă ачасем çине куççульсĕр пăхаймастăп. Манăн яланах çакăн пек тĕллев пулнă: «Çемьене илнĕ тĕк ăна пăхмалла. Пирĕн вĕсене юратса çитĕнтермелле. Ачасем çакна питĕ туяççĕ. Пĕррехинче ывăлăн мăшăрĕ килсен: «Çак хĕрачасемсĕр мĕнле пурăннă-ши?» — терĕ. Çуртра ача сасси пурри мĕн тери пысăк телей. Вĕсен япалисене çуса çакатăн та чылайччен пăхса ытараймастăн, — савăнăçне пытармарĕ 7 ачана телей парнеленĕ пысăк чĕреллĕ хĕрарăм.
Ирина КОШКИНА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас