Ирина КОШКИНА

20 Юпа, 2016

Уйрăлсан туйăм вăй илнĕ

Пысăк йышпа ĕçлеме лайăх, анчах апат чылай хатĕрлемелле. Комсомольски районĕнчи Шурутра пурăнакан Голубевсене ку пĕртте хăратмасть. Ара, пур ачи те хăйсен-çке-ха. Çемье апатланма вырнаçсан сĕтел çине 9 кашăк хураççĕ. Аслă хĕрĕ Ксюша хăй те çемье çавăрнă ĕнтĕ.

13 Юпа, 2016

«Эпĕ кĕвĕç чунлă мар»

Ача кĕтекен Людмила Самделовăна тухтăрсем: «Сирĕн ывăл пулать», — тесен упăшки епле ан савăнтăр? Пĕр хĕр çитĕнет, арçын ача çуралсан епле аван вĕт. Анчах çĕр çине хĕрача килнĕ. Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Иисус Христоса тĕне кĕртнĕ кун, çемьере Мария çуралнă. Ачаранпах вăр-вар пулнă вăл.

6 Юпа, 2016

Ачисене пăрахса ют тăрăха каяççĕ

«Ашшĕсĕр ача — çур тăлăх, амăшĕсĕр ача — хăр тăлăх», — тенĕ ваттисем. Шел, хăш-пĕр шăпăрланăн çывăх çыннисем пур çĕртех çак ята илтме тивет. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене тĕрĕс воспитани памасть е пачах пепки пурри çинчен манать. Паянхи кун Чăваш Енре 3158 тăлăх пурăнать. Вĕсен 95% тăван кил ăшшине урăх çемьере туйса ÿсет. Кун пирки эрнекун ЧР Правительствинче иртнĕ 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлесе пурнăçламалли Наци стратегийĕн ыйтăвĕсемпе ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕç.

6 Юпа, 2016

Ĕмĕтри ывăлне ача çуртĕнче тупнă

Асакасси ялĕнче пурăнакан Валентинăпа Виталий Кузьминсем икĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Кил ăшшин управçин 2 пепке çуратнă хыççăн тепĕр хут амăшĕ пулас килнĕ, вăл арçын ача çинчен ĕмĕтленнĕ.

29 Авăн, 2016

Хĕрсем валли машина кăларасшăн

Шупашкарта пурăнакан Татьяна Сидорова ача чухне ашшĕ-амăшне: «Эпĕ ÿссен воспитатель пулăп», — тенĕ. Шăпа ăна хăш специальноçа алла илмелли пирки çавăн чухнех систернĕ-ши? Пĕррехинче вăл урамри пĕр арçын ачаран тетте, пĕчĕк машина, туртса илме хăтланнă. Лешĕ çакăншăн хĕрачана сăмсаран лектернĕ.

Pages