Ирина КОШКИНА

17 Чÿк, 2016

Китайри çамрăксем кунĕпе вĕренеççĕ

Юлашки вăхăтра китай чĕлхине вĕренесси анлă сарăлчĕ. Ăна, ыттисемпе танлаштарсан, ăса хывма йывăртарах пулин те çамрăксем тĕнчери чи йышлă халăхăн тăван чĕлхипе калаçма ăнтăлаççĕ. Китайла пуплеме хăнăхас тесен вăхăт чылай кирлĕ. Ара, чĕлхере 60 пин иероглиф-çке-ха. Вĕренÿ валли 2 хут нумайрах вăхăт уйăрмалла. Халĕ пирĕн республикăри шкулсенче те китай чĕлхин курсне çÿреме пулать. Преподавательсем Китайран та килеççĕ. Анчах чĕлхене хăйĕн çĕршывĕнче вĕреннине, унăн культурипе, йăли-йĕркипе тĕплĕнрех паллашнине мĕн çиттĕр? Пирĕн республикăри аслă шкулсем Китайри университетсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, студентсемпе улшăнаççĕ. Хĕвелтухăç çĕршывĕнчи вĕренÿ пирĕннинчен уйрăлса тăрать-и? Китай студенчĕсене столовăйĕнче мĕн çитереççĕ? Çак тата ытти ыйту хуравне тупмашкăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультечĕн 3-мĕш курс студенткипе Кристина Яковлевăпа çыхăнтăм. Пике кăçалхи вĕренÿ çулне Китайри Аньхой университетĕнче пуçланă.

3 Чÿк, 2016

Туя чăвашсен йăли-йĕркипе ирттернĕ

Хальхи вăхăтра туйсене чăвашла ирттернине сайра курма пулать. Ара, тăван чĕлхерен вăтанакансенчен мĕн кĕтмелли пур? Чылай чухне туйра кĕрекеçĕ чăваш пулин те чĕлхе хуçса вырăсла пуплет. Ют тăрăхран килнĕ хăнасене хисеплесе вырăсла калаçма юрать-ха. Анчах чăн чăвашсен туя мĕншĕн йăла-йĕркепе килĕшÿллĕн ирттерес мар? Анастасийăпа Евгений Михайловсем тăванĕсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ: туйăн иккĕмĕш кунхине вĕсем чăвашсен йăлипе ирттернĕ. Малалла вулас...

3 Чÿк, 2016

«Тĕрме чĕппи» тени чĕринче ĕмĕрлĕхех юлнă

Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшхĕрри ялне васкамасăр утрăмăр. Вăл пысăках мар: унта 3 урам çеç. Çынсем хулари шăв-шавран тарса кунта çурт лартаççĕ. Апла пулин те пропискăра 60-а яхăн çын çеç тăрать. Хăй вăхăтĕнче унта 3 хут нумайрах çын пурăннă. Вĕсем çĕр çинче ĕçлесе нухрат пухнă, выльăх усранă. Çак ялта пурăнакан Анна Прокопьевăн ашшĕ Денис Прокопьевич пысăк хуçалăх тытса çемйине тăрантармалăх тупăш тунă. Пĕррехинче вăл пĕр çемье çиларман сутнине илтнĕ. Арçын ăна туянни нумайăшне килĕшмен — Прокопьевсене ссылкăна янă.

27 Юпа, 2016

«Ялта та Мускаври чухлех шалу илме пулать»

Çамрăксем ялта тĕпленменни чылайăшне канăçсăрлантарать. «Ĕç вырăнĕ çук, шалу пысăк мар», — теççĕ хĕрсемпе каччăсем, çавăнпах пысăк укçа шыраса урăх региона çул тытаççĕ. Анчах ял пурнăçне кăмăллакан çамрăксем çук мар. Хăйсене тĕрлĕ ĕçре тупнă, тăван тăрăхрах тĕпленнĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçпа çывăхрах паллашар-ха.

20 Юпа, 2016

Ашшĕ кушака тытса çиейменшĕн макăрнă

Вăл Чăваш Ене килнĕ те текех ниçта та кайман. Шупашкар Вера Виноградовăшăн тăван кил пулса тăнă. Вăл кунти шкула çӳренĕ, аслă пĕлӳ илсе ĕçе вырнаçнă, çемье çавăрнă… Анчах хăй çуралса ӳснĕ тăван тăрăхне, Ленинграда, нихăçан та манман вăл. Çуралнă кĕтесрен ăна вăрçă уйăрнă.

Pages