Ферма витине юхăнтарман

29 Авăн, 2016

Чылай çамрăк пысăк шалу шыраса хулана çул тытать. Анчах ялта та укçа ĕçлесе илмешкĕн май пур. Çĕрпÿ районĕнчи Вĕрмерте пурăнакан Александровсем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ĕçĕ çăмăл мар пулин те вăл самай тупăш кÿрет.

Натальйăпа Михаил пĕр ялтах çуралса ÿснĕ. Çамрăксен çулĕсем 2004 çулта пĕрлешнĕ, 6 çул каялла вĕсем хут уйăрттарнă. Çемье чăмăртанă хыççăн хулана кайма шухăшламан, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăннă. Пурăна киле мăшăр пысăк çурт çĕклеме хевте çитернĕ. Уйрăлса тухсан Александровсем выльăх-чĕрлĕх усрама тытăннă. Халĕ вĕсен — 5 ĕнепе 6 пăру, 2 вăкăр. Вĕсене ферма витинче тытаççĕ. Ăна хăй вăхăтĕнче Михаилăн ашшĕпе амăшĕ туяннă, кайран ывăлĕпе кинне усă курма панă. Вите пахча хыçĕнчех вырнаçнă, унта çÿреме меллĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.