Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

24 Çу, 2016

Çĕмĕрле районĕнче, Мисчĕ çывăхĕнче…

20 çул каялла, 1996 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Чăваш Енре республика историйĕнчи чи пысăк техногенлă аварисенчен пĕри — Çĕмĕрле районĕнчи Мисчĕ поселокĕ çывăхĕнчи чукун çул разъездĕнчи инкек — пулнă. Çав кун ирхи 7 сехетре тиев составĕ чукун çул рельсĕсенчен тухса кайнă: 24 вакунран 14-шĕнче дизель топливи, 3-шĕнче фенол пулнă.

22 Çу, 2016

Малтанхи сасăлав — пĕлтерĕшлĕ пулăм

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕ, "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавĕн кунĕ, Чăваш Еншĕн чăнласах та пысăк уява çаврăнчĕ: шутлав участокĕсенче ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, концертсем пулчĕç, чылай çĕрте пĕчĕк ачасем валли вăйă кĕтесĕ йĕркелерĕç... Суйлавçăсем участоксене лайăх кăмăл-туйăмпа килни вĕсем пĕлĕшĕсене е кÿршисене курсан "Уяв ячĕпе!" тесе саламлани те çирĕплетрĕ. Çынсем малтанхи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн кăçал авăн уйăхĕнче иртекен суйлавĕсене хутшăнакан кандидатсен списокне хатĕрленине те пĕлни палăрчĕ.

20 Çу, 2016

Николай МАЛОВ: «Вăй-хăват çăлкуçĕ - шалти килĕшÿлĕх»

Халăха кирлĕ саккунсем кăларакан хастар та пуçаруллă депутат, ăста ертÿçĕ, хуçалăх ыйтăвĕсене лайăх ăнланакан-пĕлекен тата пултаруллă ачасемпе çамрăксене спонсор пулăшăвĕ кÿрекен çын, Чăваш Енĕн тата тăван çĕрĕн чăн-чăн патриочĕ.

17 Çу, 2016

Кашни сасă пĕлтерĕшлĕ

«Единая Россия» партин суйлав умĕнхи сасăлавне каяс текенсен мĕн пĕлмелле? Мĕнле сасăламалла? Шăпах çак ыйтусем тавра калаçрĕç партин регионри йĕркелÿ комитетĕнче иртнĕ пресс-конференцире.

13 Çу, 2016

Халăх итлевĕ иртрĕ

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин бюджетне 2015 çулта пурнăçланин çулталăк отчечĕ тăрăх халăх итлевĕ иртрĕ, унта депутатсемпе пĕрлех ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, право йĕркине сыхлакан тата суд, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем, ЧР Тĕрĕслев-шут палатин, Общество палатин членĕсем, профсоюз тата общество организацийĕсен хастарĕсем, журналистсем, студентсем хутшăнчĕç.

Pages