Николай МАЛОВ: «Вăй-хăват çăлкуçĕ - шалти килĕшÿлĕх»

Халăха кирлĕ саккунсем кăларакан хастар та пуçаруллă депутат, ăста ертÿçĕ, хуçалăх ыйтăвĕсене лайăх ăнланакан-пĕлекен тата пултаруллă ачасемпе çамрăксене спонсор пулăшăвĕ кÿрекен çын, Чăваш Енĕн тата тăван çĕрĕн чăн-чăн патриочĕ. Çак сăмахсем йăлтах — ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай МАЛОВ пирки. Николай Владимирович тунă çитĕнÿсемпе нихăçан та лăпланса лармасть, пĕр тĕллевне пурнăçласанах тепĕрне чăна çавăрма ăнтăлать, пуçланă кирек мĕнле ĕçе те вĕçне çитерет.

Саккун кăларасси кăсăклă

Шăпах çак пахалăхсемшĕн хисеплеççĕ те ăна ĕçтешĕсемпе юлташĕсем, çавăн пекех республикăра пурăнакан ытти çын. Чăваш Енре Николай Малова лайăх пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен вăл суйлавçăсемпе тăтăшах тĕл пулать, халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе час-часах йышăнать, çынсене пăшăрхантаракан самантсене май килнĕ таран хăвăртрах татса пама тăрăшать. «Çакнашкал тĕлпулусем вырăнти лару-тăрăва лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ», — каласа кăтартать Николай Владимирович. Халăх нуши-тертне ăнланнăранах ĕнтĕ ăна депутата пĕрре мар суйланă. Вăл — ЧР Патшалăх Канашĕн 3-5-мĕш созывĕсен депутачĕ, парламентăн тĕрлĕ комитечĕн йышне кĕнĕ.

2009 çулта Николай Малова Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитетăн председательне суйланă, çавăнтанпах вăл чăваш çĕрне аталантарассипе тата сыхласа хăварассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлет. 2011 çултанпа — Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ. Вăл пĕлсе ертсе пынипе чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе пахалăхлăн хатĕрленĕ саккун проекчĕсене республика парламенчĕн ларăвĕсенче пăхса тухаççĕ. Пиллĕкмĕш созывра асăннă комитет 132 проект хатĕрлесе тăратнă, çак саккунсем пурте вăя кĕнĕ. Николай Владимировича ĕçтешĕсем хисеплеççĕ, 2015 çулта вăл ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕн должноçне йышăнни çакнах çирĕплетет. Вице-спикер пуçарăвĕпе тата вăл хутшăннипе республика пурнăçĕшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ, тĕрлĕ сферăна пырса тивекен вун-вун саккун хатĕрлесе йышăннă: «Чăваш Республикинчи общество тĕрĕслевĕ çинчен» саккунран пуçласа ЧР Конституцине кĕртнĕ улшăнусем таранах. Юлашкинчен йышăннисенчен пĕри — 70 çултан аслăрах çынсене капиталлă юсав тÿлевĕнчен е унăн пĕр пайĕнчен хăтарассипе çыхăнни. Хальхи экономика лару-тăрăвĕ çăмăлах тееймĕн, çапах Николай Владимирович тата унпа пĕр шухăшлисем çак çăмăллăх кирлех, ун валли республика бюджетĕнчен нухрат тупмаллах тесе ĕнентерме пултарнă. Социаллă хÿтлĕх кирлĕ çынсене пулăшасси Николай Малов­шăн — яланах тĕп вырăнта.

Николай Владимирович депутатсен хальхи корпусĕ вăйлине палăртать. «Депутатсен пурнăç опычĕ пуян. Чылайăшĕ пысăк ĕç коллективĕсене ертсе пынă. Вĕсем питĕ тавçăруллă, çавна май нумай ăнлантарма та кирлĕ мар, мĕн лайăххипе мĕн япăххине тÿрех уйăраççĕ», — çирĕплетсех калать вице-спикер. Вăл хăй те политикăна пысăк предприятирен килнĕ. Хуçалăх ĕçĕшĕн хушăран тунсăхлать пулин те саккун йышăнасси-кăларасси те хăйĕншĕн кăсăклине палăртать. «Депутат корпусĕнчен, эпĕ ертсе пыракан профиль комитетĕнчен те нумай килет», — тет.

Çĕре юратнăран…

Депутат каланă тăрăх — ăна пуçланă ĕçе вĕçне çитерме ашшĕ-амăшĕ хăнăхтарнă, ку енĕпе хăйсем ырă тĕслĕх кăтартнă. «Талăкăн кирек хăш вăхăтне, канмалли кунсене, çанталăка, «пултараймастăп» тенине пăхмасăр мĕн пуçланине вĕçне çитермелле. Çакă маншăн пурнăç йĕрки пулса тăчĕ», — чунне уçать Николай Владимирович ял хуçалăхĕнче тăрăшнă ашшĕ-амăшне ĕçе тивĕçлипе хаклама вĕрентнĕшĕн тав тунă май.

Çĕре тата ĕçлеме юратнăранах вăл республикăра чи малтисенчен пĕри хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Раççей предпринимателĕсен пĕрремĕш съездне хутшăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн уйрăм хуçалăхпа кăна çырлахас темен. Пурнăç çулĕ те продукци хатĕрлени çеç сахал пулнине, ăна тирпейлесе сутмаллине кăтартса панă. Çакна шута илсех Николай Владимирович çĕннине вĕренме пуçланă. Кĕске тапхăртах ял хуçалăх сферинче пысăк çитĕнÿсем тунă.

Пысăк ăнăçусенчен пĕри — халĕ Раççейри тирпейлекен чи лайăх предприятисен йышне кĕнĕ «Ядринмолоко» АУО. Сĕт тирпейлекен хальхи йышши производство йĕркелес тесе Николай Маловпа унпа пĕр шухăшлисем Раççейри тата чикĕ леш енчи 94 /!/ сĕт заводне çитсе курнă. Вĕсен тĕллевĕ Етĕрнере чи малта пыракан технологисемпе, хальхи йышши оборудованипе усă курса чи пысăк пахалăхлă продукци кăларасси пулнă. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртнех. Халĕ Николай Малов ку предприятие ертсе пымасть, анчах вăл пуçарнă йăла-йĕркене малалла тивĕçлипе тăсаççĕ. Çак сĕт завочĕ паянхи кун — Чăваш Енĕн мухтавĕ. Николай Владимирович вара — Раççей агропромышленноç комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

Чăваш Енри В.И.Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕ пирки те çырса хăвармаллах. Вăл Етĕрнери сĕт завочĕн ертÿлĕхĕ çине тăнипе çĕнĕрен вăй илме пуçланă: предприяти пуçлăхĕсем пĕтĕм çĕршывĕпех паллă лаша завочĕ панкрута тухас патнех çитсен, утсем выçă тăнине айккинчен пăхса тăман. Лаша завочĕн аталанăвне хăйсем çине илнĕ. Çапла вара манăçа тухма патнех çитнĕ отрасле çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Ăратлăхпа ĕçлесси, лаша спорчĕ, малтанхи ят-сум — йăлтах аталанаççĕ. Предприяти ăратлăх енĕпе Канадăпа тата Швеципе çыхăну тытать. Заводри утсем çĕршыври чылай ипподромри чупусене хутшăнаççĕ, рекордсем кăтартаççĕ. Кăçал завод хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Пултаруллисене — депутат стипендийĕ

Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче пурăнакансем Николай Малов хăйĕн суйлавçисемпе тачă çыхăну тытакан депутат пулнăшăн кăмăллă. Вăл шкулсенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче, автономи учрежденийĕсенче тăтăшах пулать: Чăваш Енре йышăннă саккунсем пирки ăнлантарать, республика çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартать. Чи пахи — çынсен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене яланах шута илет.

Пĕлÿ е Учитель кунĕ-и, районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти-и — çынсем хăйсен депутатне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл вара яланах килет, унăн чунран тухакан ăшă саламĕсемпе сунăмĕсене пурте тимлесе итлеççĕ. Николай Владимирович халăхпа чăнласах та çывăх, унăн йывăрлăхĕсене лайăх пĕлет, пулăшма ăнтăлать.

Вĕренÿ учрежденийĕсене тăтăшах спонсор пулăшăвĕ кÿрет. Акă Çĕн Атикасси шкулĕн спорт командине Анапăра иртнĕ «Президент ăмăртăвĕсене» кайма 30 пин тенкĕ панă. Питĕркасси, Мишеркасси шкулĕсене, Ачасемпе çамрăксен спорт шкулне тата ыттисене спорт хатĕрĕсем туянма сертификатсем парнеленĕ. Николай Малов пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисем валли ятарлă грантсем çирĕплетнĕ. Шкултан вĕренсе тухнă май ылтăн тата кĕмĕл медальсем илекенсене депутат кашни çулах парнепе савăнтарать. 2005 çултанпа учительсем, инноваци технологийĕсемпе ĕçлекенсем тата пысăк çитĕнÿ тунăскерсем, çавăн пекех Раççей тата республика шайĕнчи конкурс-олимпиадăра çĕнтернĕ ачасемпе çамрăксем, отличниксем Н.В.Маловăн ятран паракан стипендине тивĕçеççĕ. Çак стипендисем вĕсене çĕнĕ çĕнтерÿсем тума хавхалантараççĕ.

Николай Владимирович сывă пурнăç йĕркине кăмăллать, çавна май спорт мероприятийĕсем те йĕркелет. Тĕслĕхрен, çулсеренех пуш уйăхĕнче депутат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртет. Халăх шанăçне çĕнсе илнĕскер çамрăк спортсменсемпе тренерсене те май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Хĕрлĕ Чутайри «Хастар» ФСКна, ытти объекта тăвас ĕçе те нухрат хывнă вăл.

Пур çĕре те мĕнле ĕлкĕрет-ши?

2012 çулхи кăрлач уйăхĕнчен вара Николай Малов «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмне ертсе пырать. Ку парти хастарĕн ахаль должноçĕ мар. Партире хальхи вăхăтра республикăри 32735 çын тăрать. Вĕсен ĕçне йĕркелемелле, координацилемелле, пĕрлехи проектсене пурнăçа кĕртмелле.

Парти проекчĕсем пирки калас-тăк — вĕсене регион уйрăмĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕпе, республика Правительствипе пĕрле ăнăçлăн пурнăçласа пырать. «Физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекссен строительстви», «500 бассейн», «Ача сачĕсем — ачасене»… Асăннă проектсен «çимĕçне» республикăра пурăнакансем кураççĕ. Чылайăшĕ парти ĕçĕ питĕ кичем тесе шухăшлать. Николай Малов вара ку шухăшпа пачах килĕшмест. Тĕслĕхрен, физкультурăпа спорт комплексĕсене хăпартнипе çеç мар, вĕсене хальхи йышши оборудованипе, ăста кадрсемпе, ăслăлăх методикисемпе тата ыттипе пуянлатмалла. Тунсăхлама вăхăт юлать-и унта?

Маларах палăртрăмăр ĕнтĕ: Николай Владимирович районсене тăтăшах тухса çÿрет, ял-салана аталантарма тăрăшать. Унăн ĕçлеме пултараслăхĕ çав тери пысăк. Депутат тата парти лидерĕ пур çĕре те мĕнле ĕлкĕрет-ши тесе те тĕлĕнекен нумай. Вăй-хăват ăçтан тупать-ши вăл? «Чи кирли — шалти килĕшÿлĕх, ун пек чухне çын хăйне хăтлă туять. Телей пурлăхпа ытлăх-çитлĕхрен çеç мар, чун тăрăмĕнчен те килет. Хĕвел тухнăшăн савăнма, туслашма, юратма тата çывăх çынсене ăнланма пĕлмелле», — тет Николай Владимирович. Вăл çут çанталăка юратать, хоккейла выляма, пулла тата сунара çÿреме кăмăллать.

Чăваш Енĕн чăн-чăн патриочĕн çывăх вăхăтри тĕллевĕсем республикăн тата унăн халăхĕн пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.