Малтанхи сасăлав — пĕлтерĕшлĕ пулăм

22 Çу, 2016

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕ, "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавĕн кунĕ, Чăваш Еншĕн чăнласах та пысăк уява çаврăнчĕ: шутлав участокĕсенче ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, концертсем пулчĕç, чылай çĕрте пĕчĕк ачасем валли вăйă кĕтесĕ йĕркелерĕç... Суйлавçăсем участоксене лайăх кăмăл-туйăмпа килни вĕсем пĕлĕшĕсене е кÿршисене курсан "Уяв ячĕпе!" тесе саламлани те çирĕплетрĕ. Çынсем малтанхи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн кăçал авăн уйăхĕнче иртекен суйлавĕсене хутшăнакан кандидатсен списокне хатĕрленине те пĕлни палăрчĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа хăйсен суйлав участокне — Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменне — савăнăçлă кăмăлпа килчĕ. Бюллетень илес текен нумай пулнăран республика Пуçлăхĕн те черетре тăма тиврĕ, çак хушăра вăл çынсемпе калаçрĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлчĕ. "Мана хула çыннисен хастарлăхĕ, вĕсем Раççей тата Чăваш Ен шăпи пирки шухăшлани, çĕршывпа республикăра обществăпа политика тăнăçлăхне сыхласа хăварас тени савăнтарать", — терĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. Вăл малтанхи сасăлав депутат пулас текен кандидатсемшĕн те, суйлавçăсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çак процедура халăха пулас депутатсен программипе çывăхрах паллашма, кандидатсене вара хăйсен округĕнчи чи çивĕч ыйтусене тĕплĕнрех тишкерме май панине пĕлтерчĕ. Суйлавçăсем чи тивĕçлисемшĕн сасăласса шаннине систерчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ малтанхи сасăлавăн кандидачĕсемпе те калаçрĕ. Акă РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи участокра ирех сасăланă. Вăл "Единая Россия" парти çакнашкал утăм туни питĕ лайăх тесе хакларĕ: "Çынсем депутат пулас текенсем мĕн тума пултарнине хăйсем курса ĕненеççĕ. Ку вăл кандидатсемшĕн те питĕ лайăх шкул".

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов хăй Етĕрнери культура çуртĕнче сасăланине пĕлтерчĕ, пĕтĕм участока çынсем йышлă килнине çирĕплетрĕ. "Халăх çакă питĕ кирлĕ ĕç иккенне ăнланать. Участока килнисене пурне те, республика Пуçлăхне те тав сăмахĕ калас килет. Эпир пĕр команда пулнине паянхи кун тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ", — терĕ вăл.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов мăшăрĕпе Надежда Николаевнăпа тата ачисемпе Аннăпа, Антонпа тĕп хулари 64-мĕш вăтам шкулти участокра сасăларĕ. Вăл малтанхи сасăлав политика пурнăçĕн йĕрки пулса пырать терĕ. "Ку процедура çынсемшĕн те, кандидатсемшĕн те яваплă утăм", — пĕтĕмлетрĕ хула пуçлăхĕ.

Чăваш Енре пĕтĕмпе 236 шутлав участокĕ ĕçлерĕ. Йĕркелÿ комитечĕ малтанхи сасăлав кăтартăвĕсене çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА