Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

10 Çĕртме, 2016

Тивĕçе таса кăмăлпа пурнăçламалла

ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ икĕ сехет ытла тăсăлчĕ: унта вăтăра яхăн ыйту пăхса тухнăран çеç мар, вĕсене кашнине тенĕ пекех тĕплĕн сÿтсе явнăран. Асăннă проектсене яваплă министерство-ведомствăра малтанах тишкернĕ-ха, çапах чăвашсен "çиччĕ виç те пĕрре кас" текен каларăшĕ паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ. Çакна Правительство членĕсем те асрах тытаççĕ. Ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем республика аталанăвне тата унта пурăнакансене тÿрремĕнех пырса тивеççĕ-çке.

Çĕнтерÿ, коррупципе кĕрешесси...

10 Çĕртме, 2016

Саккунсем республика аталанăвне тĕревлеччĕр

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ вăтăр саккăрмĕш сессийĕнче депутатсем пĕтĕмпе вунтăхăр ыйту пăхса тухрĕç. Сесси ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисем, профсоюз тата общество пĕрлешĕвĕсен, МИХсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Евсеев текех парламентра мар

3 Çĕртме, 2016

«Хĕрĕх километр маншăн пурнăç çулĕ пекех туйăнчĕ»

Этемĕн хăйĕн ĕмĕрĕнче тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулма тивет. Пĕрисем çак кăткăслăхсене чăтаймасăр çухалса каяççĕ те тĕрĕс çултан пăрăнаççĕ, теприсем вара вĕсене çĕнтерсе чунпа çирĕпленеççĕ, малаллах талпăнаççĕ. Шупашкарта çуралса ÿснĕ Евгений Назаров — шăпах иккĕмĕш ушкăнран.

27 Çу, 2016

Халăх сасăлава хастар хутшăннă

«Единая Россия» политика партийĕн суйлав умĕнхи сасăлавне Чăваш Енри суйлавçăсем хастар хутшăннă: РФ Патшалăх Думипе — 14,79%, ЧР Патшалăх Канашĕпе — 20,38%.

Ку — Раççейри чи пысăк кăтартусенчен пĕри.

24 Çу, 2016

Малтанхи сасăлав...

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕ, “Единая Россия” партин малтанхи сасăлавĕн кунĕ, Чăваш Еншĕн чăнласах та пысăк уява çаврăнчĕ: шутлав участокĕсенче ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, концертсем пулчĕç, чылай çĕрте пĕчĕк ачасем валли вăйă кĕтесĕ йĕркелерĕç...

Pages