Комментари хушас

10 Çĕртме, 2016

Тивĕçе таса кăмăлпа пурнăçламалла

ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ икĕ сехет ытла тăсăлчĕ: унта вăтăра яхăн ыйту пăхса тухнăран çеç мар, вĕсене кашнине тенĕ пекех тĕплĕн сÿтсе явнăран. Асăннă проектсене яваплă министерство-ведомствăра малтанах тишкернĕ-ха, çапах чăвашсен "çиччĕ виç те пĕрре кас" текен каларăшĕ паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ. Çакна Правительство членĕсем те асрах тытаççĕ. Ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем республика аталанăвне тата унта пурăнакансене тÿрремĕнех пырса тивеççĕ-çке.

Çĕнтерÿ, коррупципе кĕрешесси...

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятие уçнă май унта хутшăнакансене Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Игорь Калиниченкăпа паллаштарчĕ. Тин çеç сити-менеджер должноçне йышăннăскерне хулара пурăнакансен шанăçне тÿрре кăлармаллине аса илтерчĕ, ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Михаил Игнатьев ялта ĕçлекен медицина ĕçченĕсене пулăшма май паракан Указа алă пусни çинчен пĕлтерчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ялта вăй хуракан тухтăрсене çурт-йĕр туянма е хăпартма илнĕ ипотека кредичĕн проценчĕсен 4% саплаштарма субсиди параççĕ. Михаил Васильевич районсенчи сиплев учрежденийĕсенче медицина кадрĕсем çитменни çивĕч ыйту пулнине палăртрĕ. Ку йывăрлăха чакарма "Земство тухтăрĕ" программа самаях пулăшнă, вăл ĕçлеме пуçланăранпа 278 специалист яла ĕçлеме вырнаçнă. Çапах çакă çителĕксĕр. Сăмах май, çĕнĕ Указ çамрăк специалистсене çеç мар, 50 çула çитмен медицина ĕçченĕсене те пырса тивет. "Çапла вара ялта вăй хуракан медицина ĕçченĕсене пулăшмалли социаллă мерăсене туллин сыхласа хăвартăмăр", — пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.

Республика Пуçлăхĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ инжиниринг центрĕсене туса хурассипе тата аталантарассипе çыхăннă пилот проектсене патшалăх пулăшăвĕ памалли Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернине пĕлтерчĕ. Аслă шкула хăй хатĕрленĕ проекта пурнăçа кĕртме икĕ çулта 100 млн тенкĕ парĕç. "Ку вăл пирĕншĕн чăнласах та пысăк çитĕнÿ, мĕншĕн тесен эпир çĕршыври ертсе пыракан техника вузĕсемпе тупăшрăмăр", — терĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров.

Черетлĕ ларура коррупципе кĕрешессин ыйтăвĕсене те çĕклерĕç. Михаил Игнатьев çак ыйтусене регион ертÿлĕхĕ, право хуралĕн органĕсем яланах тĕрĕслесе тăнине аса илтерчĕ. Коррупципе кĕрешес ĕç тухăçлăхне çирĕплетекен самант — тăкаксене саплаштарнин кăтартăвĕсем. 2015 çулта правăна хирĕçле ĕçсем 1 млрд та 400 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ, вăхăтлă йышăнусене пула 920 млн тенкине — 65% — тĕрлĕ шайри бюджетсене каялла тавăрнă. Кăçал 5 уйăхра кÿнĕ сиенĕн 86% тавăрнă. "Çаксем — пĕлтерĕшлĕ кăтартусем. Эпир право патшалăхĕнче ĕçлетпĕр, эппин, хăйсен тивĕçĕсене пурин те таса кăмăлпа пурнăçламалла", — пусăм тусах каларĕ Михаил Васильевич.

Хаксем ÿсеççĕ е чакаççĕ?

Правительство членĕсем республикăри пассажирсене автомобиль транспорчĕпе турттарассине йĕркелессипе çыхăннă саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусене ырларĕç. Çак çĕнĕлĕхсемпе килĕшÿллĕн общество транспорчĕпе çÿренĕшĕн тÿлемелли хака малашне муниципалитетсем хăйсем палăртĕç. Малтан вара çак цифрăсене пурне те ЧР Правительствинче çирĕплетмелле пулнă. Проектра транспорт хатĕрĕсене çулçÿревшĕн электрон карттăпа тÿлеме май паракан ятарлă оборудованипе пуянлатмаллине те асăннă. Ку норма 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Çавăн пекех хуласенче хăшпĕр маршрут та çухалĕ: вырăнти влаçăн пĕр евĕрлĕрех тата тăкаклă рейссене хупма ирĕк пур. Михаил Игнатьев ку ыйтăва интерессен шайлашулăхне сыхласа хăварас тесен халăхпа тата транспорт хатĕрĕсен хуçисемпе сÿтсе явмаллине, саккунсен тухăçлă ĕçлемеллине палăртрĕ.

Чăваш Енре тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен калакан саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусем ларăва хутшăнакансене питех калаçтармарĕç. Çак мелпе усă курма ирĕк пур граждансем тÿлевсĕр юридици пулăшăвне малашне адвокатсем урлă та, патшалăх учрежденийĕсенче те илме пултараççĕ.

Ларура пĕр çын пуçне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене 2016 çулхи I кварталшăн палăртрĕç. Вăл 2015 çулхи IV кварталтинчен 3,8% е 304 тенкĕ пысăкланнă, 8375 тенкĕпе танлашнă. Социаллă-демографи ушкăнĕсене илес-тĕк çак виçе ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри çынсем валли 8854 тенке /ÿсĕм – 3,5%/, пенсионерсемшĕн — 6828 тенке /ÿсĕм — 3,5%/, ачасемшĕн 8555 тенке /ÿсĕм — 5,1%/ çитнĕ. Çак постановлени проекчĕпе паллаштарнă май ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕр çын пуçне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене Чăвашстат кăтартăвĕсем — апат-çимĕç тата ытти тавар, пулăшу ĕçĕсемпе обязательнăй тÿлевсен тăкакĕсен хакĕсен шайĕпе тата индексĕпе çыхăннисем — тăрăх шутласа палăртнине пĕлтерчĕ. Тĕслĕхрен: пĕрремĕш кварталта пахчаçимĕçпе улма-çырла, сĕт юр-варĕ хакланнă, аш-какайпа çăкăр-булка хакĕсем кăшт пĕчĕкленнĕ.

Кăçалхи утă уйăхĕнчен вара халăхăн газпа усă курнăшăн хальхинчен 2,6% ытларах тÿлеме тивĕ. ЧР Конкурент политикипе тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова каланă тăрăх — кубла пĕр метршăн 5 тенкĕ те 17 пус тÿлеме тивĕ /НДСпа пĕрле/, ÿсĕм — 13 пус.

Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿсем

Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин ĕç-хĕлĕ пирки калакан отчета итлерĕç. Олег Марков министр 2015 çулта хăйсем мĕнле ĕçленипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Пĕлтĕр пĕр çын пуçне 0,673 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янине, çак кăтартупа Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăх регионсен шутĕнче пулнине пĕлтерчĕ. Юлашки çулсенче уйрăм çынсем çуртсем хăпартасси чакса, хваттерсем тăвасси вара ÿссе пынине палăртрĕ. Кăçал республикăра 720 пин тăваткал метртан кая мар çурт-йĕр хута яма планланине каларĕ. Пĕлтĕр ипотека кредичĕ илнĕ граждансен шучĕ чакнине, çакă банксем процент ставкисене ÿстернипе çыхăннине систерчĕ. Кăçал вара çурт-йĕр тума е туянма кредит илнисен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан чылай ÿснине асăнчĕ. Министр çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене, тăлăхсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, инвалидсене, ыттисене пурăнмалли условисене лайăхлатма май паракан программăсем мĕнле пурнăçланни çинче те чарăнса тăчĕ.

Михаил Игнатьев Шупашкарта пурăнакансем хула строительствин политикипе кăмăлсăррине, нумай хутлă çуртсем лартса тултарнăран Атăл илемĕпе те ирĕклĕн киленме май килменшĕн чылайăшĕ ÿпкелешнине пĕлтерчĕ. Министра тата хула ертÿçисене архитектура ыйтăвĕсене тĕплĕн тишкерме хушрĕ. «Хамăрăн хулана юратмалла, вăл хитре курăнтăр тесе тăрăшмалла. Сахал хутлă тата уйрăм çуртсенче пурăнакансем пирки те шухăшламалла», — хыттăнах каларĕ Пуçлăх.

Лару Министрсен Кабинечĕн хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе тата пăрахăçланипе вĕçленчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.